Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Турра ырă кăмăлпа ырă ĕç çывăх

17 октября 2017 г.

Комсомольскинчи Христос Турă çỹле кайнă ятпа лартнă чиркỹ ял варринче вырнаçнă. Сăваплă çурт тăрринчи çутă хĕрессем ирпе-ирех куçа йăмăхтармалла ялкăшма тытăнни - инкек-синкекрен, усал-тĕселтен сыхласа тăнине палăртакан пулăм. Вăл çынсен чĕрисене лăплантарать, канăçлăхпа шанчăк кỹрет. Асăннă чиркỹ алăкĕ пуриншĕн те уçă. Ун пирки ытларах калас пулсассăн, вăл пысăк та çутă, хăтлă.

Алăка уçса кĕрсенех ладан шăршипе тулнă пỹлĕме лекетĕн. Шантал çинче çуртасем çунаççĕ. Вĕсем - çынсем Турра тав туса е çирĕп сывлăх ыйтса лартнă-скерсем. Октябрĕн 15-мĕшĕнчи вырсарни кĕллине Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнăй Стефан килсен пуçларĕç. Çанталăк çумăрлă пулни Комсомольскисене кăна мар, таврари ялсенче пурăнакансене те пачах шиклентермен: чиркỹ туп-тулли. Литурги кĕллине район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски район ентешлĕхĕн ертỹçи, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, "Искра" колхоз председателĕ Александр Зайцев та çитнĕ. Пĕрлехи кĕлĕре Стефан епископ Украина çĕрĕ çинче те тăнăçлăх хуçалантăрччĕ тесе Турăран уйрăммăн ыйтрĕ. Ара, тăванла халăхсем килĕштерсе пурăннине мĕн çиттĕр?

- Турă вăл - тĕнчене пултаракан, ăна тытса тăракан. Вăл этемсенчен ырă кăмăлпа ырă ĕç кĕтет. Ырă тунипе анчах та мухтанса, каппайланса çỹреме кирлĕ мар, ун пек ырă вăл - ырă мар. Ытларах пĕр-пĕрне пулăшар, ăнланар. Çаксем вĕсем юрату ĕçĕсем. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннинчен эпир Христос çыннисем иккенне ыттисем пĕлччĕр, - терĕ Леонти атте. Сăмах май каласан, Леонтий Акчурин иерей Тукай ялĕнчи Михаил Архангел ячĕпе лартнă чиркỹре тăрăшать.

Кĕлĕ вĕçленсен Канаш Епархийĕн виççĕмĕш округăн благочиннăйĕ Александр Спиридонов иерей Стефан епископа инçе çула кĕскетсе тăван тăрăха килсе курнăшăн тата пĕрлехи службăшăн ăшшăн тав туса чечек парнелерĕ. Çакăн евĕр службăсем малашне те пулсах тăччăр.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика