Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Юбилей ячĕпе - парне

13 октября 2017 г.

Хурнай ялĕнче пурăнакан Елизавета Ивановна Салмина çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Тăхăр теçетке çул пурăнаканскер, пурнăçра хура-шурне сахал мар курнă пулин те, кинемей нихăçан та пуçне усмасть. Кун пуçланнăшăн чунтан савăнать.

Хисеплĕ ватăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев, ачисем, çывăх тăванĕсем çуралнă кун ячĕпе саламларĕç. Елизавета Ивановнăна салам открыткипе, парнепе чысларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунчĕç. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 90 çул тултарнă ятпа саламласа открытка янине пĕлсессĕн Елизавета Ивановна куççульленмесĕр чăтаймарĕ. Президент ветерана юбилей ячĕпе саламласа Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче, кайран та йывăрлăхсене парăнмасăр ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă.

Елизавета Салмина - 5 ача амăшĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ, çапах тăван киле çитерекен çула манмаççĕ. Час-час килсе çỹреме ерçеймесессĕн вара амăшне кашни кунах шăнкăравлаççĕ. Паянхи кун ĕç ветеранĕ Комсомольскинче, Маша хĕрĕпе пурăнать.

Кинемейĕн телейĕ - ачисемпе мăнукĕсенче.

РАЙОН САЙТĔНЧЕН

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика