Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Инçе çула кĕскетсе…

19 сентября 2017 г.

Асфальтпа тикĕслетнĕ çул çĕлен евĕр явкаланса выртать. Ун çийĕн автомашинăсем унталла та кунталла чупаççĕ. Эпир те пилĕк-ултă сехетре тăватçĕр километра такăрлатрăмăр, инçе çула кĕскетсе Каçал тăрăхĕнчен Самар хулине авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртекен Халăхсен туслăхĕн кунне çитрĕмĕр. Сар хĕвел, пире ырă суннăн, ăшшăн йăл кулать, лăпкă уçă çилĕ вара питрен-çỹçрен сĕртĕнет. Тен, несĕлсем эпир çитнĕрен çапла хĕпĕртерĕç? Ара, Самар облаçĕнче 10 пин ытла чăваш пурăнать-çке.

Хаваслă уяв "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе - 70 çул" тата Халăхсен туслăхĕн аллейисенче ỹсекен чăрăшсене шăварнипе уçăлчĕ. Сăмах май каласан, Халăхсен туслăхĕн кунĕ "Волгарь" Эко-Градри Осети урамĕнче иртрĕ. Паллах, праçнике йĕркелекенсем уяв вырăнне ахальтен суйламан. 2013 çулта асăннă урамра Халăх туслăхĕн аллейине хута янă. Çавна май Чăваш Енри Комсомольски тăрăхĕпе Чĕмпĕртен килсе çитнĕ чăвашсем те хамăр халăх чăрăшне, вăй илме тесе, шыв сапрĕç, унпа юнашар тăрса асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç.

Ун хыççăнах çамрăксен флешмобĕ пулчĕ. Раççей гимнĕ шăраннă тапхăрта кашниех шăп тăчĕ, унăн юлашки сăмахĕсемпе вара тĕрлĕ тĕслĕ çĕр-çĕр шар тỹпенелле çĕкленчĕ. Часах ача-пăча студийĕн тата фото ỹкермелли, робот техникисен площадкисем, ыттисем те ĕçлеме пуçларĕç. "Эпир пурте - Раççей!" интерактивлă площадка вара пуриншĕн те питĕ кăсăк вырăнсенчен пĕри пулчĕ. Ара, халăх костюмĕсемпе çỹрекенсене кашни кунах курма çук-çке. Унсăр пуçне лапамра тĕрлĕ халăх музыка инструменчĕсенчен пуçласа кил-çуртра усă куракан хатĕр-хĕтĕрпе паллашма та май пулчĕ. Çакăн пек уявсенче чăннипех те Раççейри тĕрлĕ халăх пĕр сывлăшпа сывланине чун-чĕрепе туйса илетĕн.

Тĕп сцена патне çитес умĕн Самар облаçĕн губернаторĕпе Николай Меркушкинпа сумлă ытти хăнасем тĕрлĕ халăхăн çăкăр-тăварне, юр-варне астиврĕç. Палăртса хăвармаллах, асăннă мероприяти "Каçал" ансамбль "Алран кайми" юрра хăватлă янраттарнипе, чăвашсен чỹклемипе пуçланчĕ. Хут купăс тата сĕрме купăс кĕвви таврана сарăлса уява татах та илемлĕ сăн кĕртрĕ. Комсомольски коллективĕ шăрантаракан çепĕç кĕвĕ кашнин чĕрине йăпшăнса кĕрсе вĕсен кăмăл-туйăмне хускатрĕ. Чăваш халăх юрри-кĕввипе вырăссем, пушкăртсемпе тутарсем, таджиксемпе азербайджансем тата ытти халăх çыннисем те Самар урамĕнче ура хуçсах ташларĕç.

- Самар облаçĕнче 157 наци çыннисем пурăнаççĕ. Ку питĕ нумай, пĕтĕм Раççей тесен те юрать. Эпир кунта килĕштерсе, пĕр-пĕринпе туслă пурăнатпăр. Паллах, ку пулăм ытти халăхсен культурипе вĕсен йăли-йĕркине хисепленипе тỹрремĕн çыхăннă. Халăхсен туслăх кунĕ Самар хулинче кăçалхипе виççĕмĕш хут иртет, вăл çулран- çул анлăланса, аталанса пыни вара пире пурсăмăра та савăнтарать,- терĕ Самар облаçĕн губернаторĕ Николай Меркушкин.

- Мĕн сунам? Пĕр-пĕрне хисеплĕр, юратăр. Тăнăçлăхра çемье чăмăртантăр, вĕсенче вара шăпăрлансен сасси хуçалантăр. Çавăн чухне кăна пирĕн Тăван çĕршывăмăр çĕнĕ та- лантсемпе, çĕнĕ ăссемпе тата çĕнĕ технологисемпе пуянланĕ. Самар облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн президенчĕ Людмила Павлова Комсомольскинчен килсе çитнĕ хăнасене ăшшăн тав турĕ. Ăсатса янă май пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ хастар коллектив чле-нĕсене яланах маттур пулма сунчĕ. Тĕплĕнрех - çитес номерсенче.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика