Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Кăмăлĕ çирĕп, чунĕ çепĕç

08 сентября 2017 г.

Ялта пурăнакан хĕрарăм пур ĕçре те маттур. Ирех тăрса тумланать, килкартине васкать, выльăх-чĕрлĕх пăхать, çемьене валли тутлă апат пĕçерет, ачисене шкула пуçтарать, тумланать те ĕçе васкать. Кашни кунĕ пĕр евĕр ялта пурăнакаскерĕн. Апла пулин те вăл нихăçан та пурнăçа ỹпкелемест, кашни ире кĕтсе илнĕшĕн Турра тав тăвать.

 Çакăн пек маттур та пултаруллă хĕрарăмсенчен пĕри - Комсомольскинче пурăнакан Валентина Митюкова. Валентина Эбдиевна çак кунсенче сумлă юбилейне паллă тăвать пулин те, çулĕсене кура мар вăр-вар та маттур. Пурин валли те вăхăт тупать. Ĕçлет, выльăх-чĕрлĕх пăхать, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнать, тус-тăванĕпе курнăçать. Ял çинче "ĕçлеме те, канма та пĕлет", теççĕ ун пеккисем пирки.

 Валентина Эбдиевна шăп та лăп 65 çул каялла Виçпỹрт ялĕнче кун çути курнă. Тăван тăрăх пирки хĕрарăм яланах ăшшăн аса илет. - Ачалăхăм çăмăл пулнă тесе калас килмест, апла пулин те çарран чупнă вăхăтсем - пурнăçри чи телейлĕ самантсем. Йышлă çемьере çитĕннĕ эпир, пилĕк пĕртăван. Атте-анне пурнăçра хамăра шанма хăнăхтарнă. Вĕренес тĕллевпе пурăннă. Урмаел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Вăрнарти ял хуçалăх техникумне кĕтĕм. Выльăх-чĕрлĕхе чунтан юратнăран зоотехник профессине алла илтĕм. Тỹрех Ленин ячĕпе хисепленекен колхоза çул тытрăм. Каярах вăл "Комсомольский" совхоз ятпа ĕçлерĕ. Пулас мăшăрпа та, Виталий Герасимовичпа, фермăра тăрăшнă чухне паллашрăмăр, - аса илет иртнĕ кунсене юбиляр.

 Валентина Эбдиевна 50 çул ял хуçалăх сферинче тăрăшнă. Вăл зоотехникра, чылай çул бухгалтерта ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсассăн та юратнă ĕçе пăрахман, чылай çул Минатуллин фермер хуçалăхĕн бухгалтерĕ пулнă. Паянхи кун та хĕрарăм хĕрỹ ĕçре. Вăл - фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ. Валентина Эбдиевна хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх пуçĕ 30-тан иртнĕ. Унпа пĕрлех сысна, сурăх та чылауçалăхра. Çак ĕçе вăл пĕтĕмпех çĕнĕрен чĕртсе янă: юхăнса кивелнĕ ферма витине юсанă, выльăх-чĕрлĕх туяннă, пĕр хăрамасăр ĕçе пикеннĕ. Тĕрĕссипе каласассăн, Валентина Эбдиевнăн пурнăçра хăрама сăлтав çук. Мăшăрĕ, Виталий Герасимович, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пулин те, унăн тĕревĕ ачисенче. Митюковсем 5 ачана çут тĕнче парнеленĕ. Виçĕ ывăлĕпе икĕ хĕрĕ ашшĕ-амăшĕн çур-тĕнчен вĕçсе тухнă пулин те, тăван киле çитерекен сукмака тăтăшах такăрлатаççĕ. Май килнĕ таран фермер хуçалăхĕнче те, кил-картишĕнче те пулăшма вăхăт тупаççĕ.

 Валентина Эбдиевна пурнăçа нихăçан та ỹпкелемест. Хуйхи-суйхи те чылай пулнă пуль, куççульне шăлнă та шав малалла ăнтăлнă. - Эпĕ телейлĕ хĕрарăм. Çумра юратнă ачасем, мăнуксем, туссем, тăвансем. Килен-каяна яланах тулли сĕтелпе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илсе ăсататăп. Кашни ир ĕçе кỹлĕнетĕп, каçхине алă ĕçĕпе вăхăта ирттеретĕп. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? Сывлăх çирĕп пултăр! - терĕ ăшшăн Валентина Эбдиевна. Маттур хĕрарăмра вăй-хал тапса тăни, вăл нихăçан та пуçа усманни куçкĕрет. Ĕçе вăр-вар пурнăçлать, чĕвĕл-чĕвĕл калаçать, вăрçăнмасть, ỹпкелешмест. Ачисемпе мăнукĕсене те пурнăç çулĕпе хастаррăн утма вĕрентет, сĕнỹ-канаш парать, пулăшать.

Чăннипех те, Валентина Митюкова кăмăлĕпе çирĕп, чунĕпе - ачаш, куллипе - илемлĕ.й х

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика