05 сентября 2017 г.
Сентябрĕн 1-мĕшĕ - хаваслă шăнкăрав, пăлхануллă самантсем, тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе шурă бантсен уçланки, пĕр-пĕриншĕн тунсăхласа çитнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсен тата пĕр класри ачасен хаваслă тĕл пулăвĕ. Çак кун шкулта вĕренекенсене савăнăçлă лару-тăрура саламласси, урăмах пĕрремĕш класа килекенсене чысласси йăлана кĕнĕ.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансене, коллектива, ашшĕ-амăшне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков, шкул директорĕ Георгий Перьев саламларĕç. Александр Осипов ачасене те, педагогсене те ăнăçу, çирĕп сывлăх, тулли телей сунчĕ. Çавăн пекех Александр Николаевич Пĕтĕм Раççейри физультурăпа спорт комплексĕн ГТО значокĕсене, нормативĕсене "пиллĕклĕх" пурнăçланă хĕрсене, 11-мĕш класс вĕренекенĕсене Анастасия Горбуновăна, Наталья Николаевăна, Мария Трофимовăна удостоверени тата значок парса чысларĕ. Хĕрсем спортра та, вĕренỹре те маттуррине тĕслĕхпе çирĕплетеççĕ. Яшсен вĕсенчен тĕслĕх илмеллех.
Кăçал асăннă шкулта 504 ача ăс пухĕ. 70 вĕренекен пуçласа партта хушшине ларчĕ. Вĕсем пĕлỹ тĕнчин алăкне уçаççĕ, вулама, çырма, шутлама вĕренеççĕ. Çак кун вĕсен чĕринче ĕмĕрлĕхех асра юлĕ.
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вара пĕрремĕш класра 6 ача вĕренме пуçларĕ. Пирвайхи хут парта хушшине ларакансене чыслама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство тата комуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Александр Краснов, "Искра" колхоз председателĕ Александр Зайцев, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова тата сумлă ытти хăнасем, ашшĕ-амăшĕ килсе çитрĕç. Сентябрĕн 1-мĕшĕ ячĕпе йĕркеленĕ савăнăçлă линейкăна Надежда Кузьмина директор уçрĕ.
- Сире пĕлỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Вĕренекенсене малашне те пысăк çитĕнỹсем çеç тума сунатăп. Пирĕн шкулта пултаруллă та маттур ачасем ăс пухаççĕ. Тĕслĕхрен, 2016-2017 вĕренỹ çулĕнче 2-10 классенчи 70 ача аттестаци витĕр тухрĕ. Вĕренекенсен 57,14 проценчĕн - "4" тата "5" паллăсем кăна, - терĕ вăл.
Кăçал 9 класс хыççăнхи 6 вĕренекен те тĕп шкул пĕтерни çинчен калакан аттестата алла илнĕ. Çавăн пекех 12 вĕренекен - И.Зайцева, А.Мухина, А.Потапова, Е.Мартынов, В.Баранов, А.Калашникова, Н.Кабалин, А.Демьянова, Т.Мукшина, А.Мартынов, Д.Безрукина, М.Квасов - Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен вĕренекенсен олимпиадисене хутшăнса призер ятне çĕнсе илнĕ. Чăннипех те кунти вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕсемпе мухтанма пултараççĕ. Çавна май тухăçлăх енĕпе Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ 2016-2017 вĕренỹ çулĕнче районĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă. Çавăн пекех асăннă шкул вĕренекенĕсем район шайĕнчи конкурс-олимпиадăсемпе спорт енĕпе иртекен мероприятисене те яланах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене тивĕçеççĕ. Вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракансемпе олимпиадăсемпе конкурссенче мала тухнисем, спортра харсăррисем тата вĕсене вĕрентекен учительсем те çак кун Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем илчĕç.
Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Любовь Поляковăпа "Искра" колхоз председателĕ Александр Зайцев педагогсемпе вĕренекенсене вĕренỹре çитĕнỹсем тума çирĕп сывлăх, ачасене кирлĕ пек пĕлỹ пама тăрăшулăхпа тỹсĕмлĕх сунчĕç. Александр Николаевич вара çу кунĕсенче ĕçченлĕхпе палăрнă ачасене асăнмалăх парнесемпе чысларĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Александр Краснов уявпа саламласа пурне те ырă çул сунчĕ, пуçласа парта хушшине ларакансене парне парса хавхалантарчĕ.
Пуçламăш класа каякан ачасем те ятарлă номерсем хатĕрленĕ. Часах шăнкăрав сасси таврана сарăлса ачасемпе вĕрентекенсене пĕрремĕш урока йыхравларĕ.
А.ЕФРЕМОВА, А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"