Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Телейлĕ çемьере телейлĕ ача çитĕнет

01 сентября 2017 г.

Пепке çут тĕнчене килни - пысăк савăнăç, телей. Ахальтен мар юлашки вăхăтра ачасем çуралнине савăнăçлă лару-тăрура регистрацилесси, ашшĕ-амăшĕпе ачисене чысласси те йăлана кĕнĕ.

Акă, августăн 30-мĕшĕнче районти ЗАГС уйрăмĕнче Комсомольскинче пурăнакан Татьянăпа Сергей Мухинсен, Анастасийăпа Павел Мамуткинсен çемйисене килнĕ çĕнĕ кайăксене - Аннăпа Константина - ят панине регистрацилерĕç. Чи малтанах вĕсене ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Ольга Федотова ăшшăн саламларĕ, ăнăçу, çирĕп сывлăх, тулли телей сунчĕ. Мухинсен çемйинче Анна - иккĕмĕш хĕр, Мамуткинсен çемйинче Константин - пĕрремĕш ача.

Ачасене ят хунă ятпа çемьесене район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина саламларĕ, ачасем çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна парса чысларĕ. Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Алексей Вязов ашшĕ-амăшне пепкесене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерме, çĕршыва юрăхлă çын ỹстерме çирĕп сывлăх, килĕшỹпе юрату, тăнăçлăх сунчĕ. Алексей Валерьевич Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн салам открыткине мăшăрсем патне çитерчĕ, ăшшăн саламларĕ. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Ирина Долгова çемьесене ача çуралнă ятпа саламларĕ, çăмăллăхсемпе паллаштарчĕ. Канаш епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕ Александр иерей çемьесене çирĕп сывлăх, телей, юрату, килĕшỹ сунса саламларĕ.

Ачисене ят панине тата вĕсен пĕрремĕш документне алла илнине 10, 20, 30 çул иртсен те çак хаваслă куна ашшĕ-амăшĕ ăшшăн аса илĕ. Вĕсем республика историне те кĕрсе юлчĕç. Шăпах çак кун ЗАГС пайĕн ертỹçи Ольга Федотова министерство çулсеренех йĕркелекен конкурса хутшăнса хăйĕн ĕçне хỹтĕлерĕ.

Кашни çемьерех ача-пăчан хаваслă сасси янăратăр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика