Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕç кал-кал пырсан кăмăл та аван

29 августа 2017 г.

Районта ĕççи вăй илсе пырать. Çĕр ĕçченĕсем уйра ырми-канми тăрăшаççĕ. Паха çитĕннĕ тыр-пула вăхăтра пухса кĕртес теççĕ.

"Хир карапĕ" çапса тĕ-шĕленĕ тырра бункертан КамАЗ кузовĕ çине пушатнă май сывлăш тусанпа тулчĕ. Калас сăмахăм "Дубовка" тулли мар яваплăхлă пĕрлешỹ çинчен. Кунти ĕçченсем хальхи вăхăтра сĕлĕ уйĕнче тар тăкаççĕ. Асăннă культура хуçалăхăн 50 гектар çĕрĕ çинче вырнаçнă. Каçалăк çинче Геннадийпе Максим - ашшĕпе ывăлĕ - Трофимовсем. Вĕсене хуçалăх "Нива" комбайн шанса панă. КамАЗ автомашинăн рулĕ умĕнче - Геннадий Пурлушкин. Вăл илсе çитернĕ тырра йĕтем çинче Зоя Читнаева весовщица йышăнать.

- Сĕлĕ уйĕнчи ĕçсене вĕçлерĕмĕр. Гектартан илекен вăтам тухăç 25 центнерпа танлашать. Çанталăк аван тăнă май ĕç ăнăçлă пырать, чун савăнать, хавхалансах ĕçлес те ĕçлес килет, - терĕç çĕр ĕçченĕсем.

Хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерессипе тимлет. Тĕслĕхрен, кунти урпа лаптăкĕ 100 гектарпа танлашать. Вĕсенчен 60 гектар çинчине çапса кĕртме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра комбайнсем 70 гектар çинчи кĕрхи тулă уйне куçнă.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика