22 августа 2017 г.
Кỹршĕллĕ Йĕпреç районĕнчи Шăрттанра çулсеренех ял кунне уявласси йăлана кĕнĕ. Кăçал та çак йĕркене пăсмарĕç вĕсем, августăн 19-мĕшĕнче пĕрле пуçтарăнса савăнчĕç. Кунта пурăнакансем кашни çулах ялăн хисеплĕ çыннине те палăртаççĕ. Хальхинче çак сумлă ята Е.М. Иванова тивĕçрĕ.
Пухăннисене Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов уявпа саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăхпа çемье телейĕ, ăнăçу сунчĕ.
Шăрттансем хăйсен ял кунне кăçал "Каçал" халăх фольклор ушкăнне те йыхравланă. Йыхрав илсен ỹркенсе тăмарĕç каçалсем, чĕннĕ çĕре хаваспах çитрĕç. Ансамбле çỹрекенсем хамăр тăрăхри халăх юрри-ташшипе паллаштарчĕç. Владимир Павлов, Лариса Носова, Галина Быкова, Зойăпа Александра Морозовăсем, Зинаида Егорова тата Вера Шимонис шăрантарнă илемлĕ юрăсене те хапăлласах йышăнчĕç кỹршĕсем, кашни номер хыççăнах алă çупса тав турĕç.
Шăрттанри культура çурчĕ çумĕнчи нумаях пулмасть йĕркеленнĕ "Улах" фольклор ушкăнĕн членĕсем "Каçал" ансамбльпе туслă хутшăнусем тытма кăмăл пуррине пĕлтерчĕç. "Сирĕн тумăрсем хитре, ятуллă, пирĕн те çаплах пуласчĕ, çак енĕпе сирĕн пуян опытăрпа паллашни пирĕншĕн усăллă пулĕччĕ", - терĕç ялти талантсем.
Л.ШУРЯШКИНА
Источник: "Каçал Ен"