18 августа 2017 г.
Комсомольскинче пурăнакан Наталия Арсентьевна Лаврушкина çак кунсенче сумлă юбилейне паллă тăвать. Хĕрарăм пирки калас пулсан, вăл ĕçре те, пурнăçра та харсăр, хĕрỹлĕхĕ иксĕлми тейĕн. Çав вăхăтрах килти пахчара та темĕн те пĕр çитĕнтерет.
Наташа Кĕçĕн Каçал ялĕнчи Кокоревсен çемйинче çуралса ỹснĕ. Ялти тĕп шкул хыççăн хĕр вăтам пĕлĕве Комсомольскинче илет. Шкулта аван ĕлкĕрсе пыракан чиперука шкул чысне хỹтĕлеме сахал мар тивнĕ.
- Çамрăк чухне те, халĕ те спорта кăмăллатăп, - терĕ Наталия Арсентьевна. - Ара, спорт сывлăха упрама, çав вăхăтрах ăна туптама та пулăшать-çке.
1979 çулта хĕрупраç Шупашкарти профтехучилищĕре ăс пухать. Дипломлă çамрăк специа-листа направленипе Саратов хулине ĕçлеме яраççĕ. Çапла тата икĕ çул иртет. Тăван ялне канма килсен хĕре пĕр йĕкĕт куç хывать. Шăпана чылай вăхăт сăнас темеççĕ çамрăксем, часах туй кĕрлеттерсе çемье çавăраççĕ.
Тăван тăрăхра тĕпленнĕ хыççăн хĕрарăм "Эмитрон" заводăн Комсомольскинчи филиалĕнче ĕçлеме пуçлать. Пилĕк çул ĕçлесе ĕлкĕрет вăл кунта. Часах, самана "алхасма" пуçланă май, çĕршыва пысăк тупăш кỹрекен предприяти те хупăнать. Çавна май Наталия ĕçсĕр тăрса юлать. Нумай шутласа тăмасть çамрăк хĕрарăм, каллех республикăн тĕп хулине çул тытать. Хальхинче - çĕвĕç пулас тĕллевпе. Ăсталăха ăса хывнă хыççăн Наталия Арсентьевна йăла ыйтăвĕсем тивĕçтерекен комбината ĕçе вырнаçать. Кам кăна тăхăнман-ши вăл вăхăтра хĕрарăм çĕленĕ кĕпе-тумтире?! Анчах телей нумаях тăсăлмасть: хĕрарăмăн, çав вăхăтрах унта ĕçлекен ытти ĕçченсен те, юратнă ĕçрен кайма тивет, мĕншĕн тесен предприяти хупăнать. Ку ĕç 2002 çулта пулса иртнĕ. Йывăрлăхсем умĕнче пуç усма хăнăхман Наталия Лаврушкина. Хальхинче хĕрарăма ача садĕнче ĕçлеме сĕнеççĕ. Çапла вара вăл воспитатель пулса тăрать те чун савнă ĕçре 15 çул тăрăшать. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна пĕрре мар Тав ху-чĕсем парса чысланă, унăн Хисеп грамотисем те сахалах мар. Наталияпа Николай - телейлĕ мăшăр. Вĕсем икĕ ачана - Татьяна хĕрĕпе Андрей ывăлне - кун çути парнелесе тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ. Ывăлĕ Мускава ĕçлеме çỹрет, хĕрĕ вара, Таня, Витя ывăлне çитĕнтерет. Ачисем, мăнукĕ амăшне, кукашшĕ-кукамăшне чунтан юратаççĕ, пур ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ.
- Çемье телейĕ - мăшăрпа ачасенче. Ăна эпĕ яланах тĕп вырăна хунă, хуратăп та. Ара, пĕрле пурăнма тупа туса çемье çавăрнă пулсассăн, пĕр-пĕрин хушшинчи юрату хĕлхемне сỹнме те памалла мар, - терĕ Наталия Арсентьевна кăшт шухăшласа ларнă хыççăн.
Наталия Арсентьевнăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Пурнăçăн анлă та сулмаклă çулĕпе малашне те мал ĕмĕтлĕн утма çирĕп сывлăх сунатпăр.
А.ДЕНИСОВА
Источник: "Каçал Ен"