Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Мемориал хăми уçрĕç

11 августа 2017 г.

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ", "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" тата "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Вера Васильевна Лаврова çуралнăранпа шăп 90 çул çитетчĕ. Çак ятпа Комсомольски районĕнчи тĕп больницăра асăну хăми уçрĕç.

Хумхануллă мероприятие тĕп больница ĕçченĕсем, сыватмăша килнĕ çынсем, район администрацийĕнчен, Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Алексей Кизилов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ Валери Туркай, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Краснов, район больницин тĕп врачĕ Валентина Озерова, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков сăмах каларĕç. Вĕсем больница ĕçченĕсене Вера Васильевна евĕр маттур та харсăр пулма сунчĕç. Вăл пуçарнă ĕçсене малашне те кирлĕ шайра илсе пыни хастар ĕçченĕн ятне асра тытни, ăна хисеплени пулĕ терĕç.

"Ырă çын вилет - ят юлать", - тенĕ авалхи шур сухалсем. Манăн та Вера Васильевнăна çакăн евĕр çынсен йышне кĕртессĕм килет. Ара, ĕçĕсене пăхас пулсан, вăл пысăк чыс-сума чăннипех тивĕçлĕ çын. Вера Кортунова пирĕн тăрăха Горький облаçĕнчен килнĕ. Ăна, медицина институчĕ пĕтернĕскере, Комсомольски районне направленипе янă. Тарават кăмăллăскере халăх та хапăл тусах йышăннă. Часах пултаруллă ĕçчене тĕп врач пулма суйлаççĕ. Хĕрарăм çав вăхăтрах акушер-гинеколог ĕçне те пăрахман. Район больници Вера Лаврова саманинче республикăра малтисен йышĕнче пулнă. Çутă малашлăха шаннăскер кунта пĕтĕмпех тĕпрен çĕнетнĕ, юсанă, тунă. Вера Васильевна пуçарнипе терапи, хирурги, гинекологи уйрăмĕсем çĕкленнĕ. Хĕрарăм хозблокпа кухня, поликлиника çурчĕсем çинчен те манман. Каярах виçĕ хутлă сипленмелли корпус туса хураççĕ. Больница территорийĕнчен инçех мар санэпидемстанци çурчĕпе тасатмалли сооруженисем "ỹссе" лараççĕ. Паллах, хисепĕ те ĕçне кура. Вера Васильевнăна темиçе хутчен те район депутатне суйланă.

- Анне пирки калас пулсан, вăл чăннипех те хисепе тивĕçлĕ çын. Кашнин хуйхине чĕри витĕр кăларатчĕ. Ырă кăмăллă та мал ĕмĕтлĕскер, район халăхне тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тесе ырми-канми тăрăшрĕ. Çав вăхăтрах кил-çурта та ертсе пынă, ачисем пирки те манман. Аннем умĕнче пуçăма çĕре çити пуç таятăп, - куççульленчĕ хĕрĕ Татьяна Бормотина.

Пухăннисем митинг вăхăтĕнче Вера Васильевнăна сума суса пĕр минут шăп тăчĕç, мемориал хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Çакна та палăртса хăвармалла, асăну хăмине уçас пирки сăмах хускатаканĕ чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай пулнă. Малалли ĕçе район администрацийĕ пĕтĕмпех хăйĕн çине илнĕ. Çапла вара пĕрлехи шухăш часах пурнăçа кĕнĕ. Пархатарлă ĕçе хапăлланине палăртса çак кун сар хĕвелĕ те тỹпере ăшшăн йăл кулчĕ.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика