Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тулă уйĕнче ĕç вĕрет

08 августа 2017 г.

Сисĕнмерĕ те, акă, утă уйăхĕ вĕçленчĕ. Урамра çурла хуçаланать. Çавна май тавралăх та палăрмаллах улшăнчĕ: ешĕл симĕс ларакан уйсем шупкаланчĕç, вырма çывхарнине систерсе, сарă тум тăхăнчĕç. Хальхи вăхăтра районти ял хуçалăх предприятийĕсем хĕрсех вырмана хатĕрленеççĕ. Хăшĕсем вырма каçалăкне уçрĕç те ĕнтĕ. Харсăр хуçалăхсенчен пĕри - "Çĕрулмине мухтав" агрофирма.

Паянхи кун агрофирмăн "уй-хир карапĕсем" Комсомольски çывăхĕнчи ана çинче тăрăшаççĕ.

- Пĕлтĕр кĕркунне туллăн "Московская-39" тата "Марафон" сорчĕсене пурĕ 67 гектар çине акса хăварнăччĕ. "Марафон" пирки калас пулсан, вăл 17 гектар йышăнать. Асăннă сорт Чăваш Енре çĕнĕ шутланать. Вăтам тухăç 35 центнерпа танлашать, - терĕ агрофирмăн агрономĕ Василий Андреев. - Ку уйра икĕ çул илепер курăкне сидератлă удобренилĕх çитĕнтернĕччĕ. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, пĕрчĕллĕ культурăсем илепер хыççăн тухăçне аван параççĕ. Унсăр пуçне вĕсене чир-чĕр те аплах аптратмасть.

Тырпул пуссинчи "Палесье" хурçă карапсен штурвалĕсен умĕнче - Данис Гайзатуллин, Лев Пудовкин, Леонид Ильин комбайнерсем. "Джон Дир" нимĕç комбайнне вара Владимир Владимирова шанса панă. Çапса илнĕ тĕштырра Валерий Козлов, Виталий Савинов, Владислав Охотин тата Анатолий Илларионов водительсем Комсомольскинчи тĕп базăна турттараççĕ.

Кăçалхи йĕпе-сапаллă кунсене пула вырма ĕçĕсем каярах пуçланчĕç. Ара, ытлашшипех лỹшкекен çумăр ял хуçалăх культурисене пухса кĕртме чăрмантарчĕ-çке. Анчах та çĕр ĕçченĕсем кăçалхинчен йывăртарах лару-тăрăва пĕрре мар çакланнă, çапах нихăçан та пуç усман.

- Вырмана, çанталăкĕ парсан, кĕске хушăра, хăвăртрах пĕтерес тесе вăй хуратпăр. Часах "иккĕмĕш çăкăр" ани çинче те ĕçсем пуçланĕç. Ыран вара 139 гектар çинчи урпана вырма пуçăнасшăн. Кĕрхи йĕпе-сапа пуçланиччен ĕçсене тирпейлес пулать, - терĕç маттур ĕçченсем пирĕнпе сывпуллашнă май.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика