01 августа 2017 г.
Сисĕнмесĕрех июль уйăхĕ те вĕçленчĕ. 9, 11-мĕш классен ачисем экзаменсем тытса шкулпа сывпуллашнă хыççăн, вăрăм коридорсемпе кабинетсенче директорсемпе вĕрентекенсене тата çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе юсав ĕçĕсем ирттерекен ĕçченсене кăна курма пулать. Тĕслĕхрен, Комсомольски тата Хырай Ĕнел ялĕсенчи вăтам пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенех илер.
Комсомольски ялĕнчи 2-мĕш вăтам шкула 1994 çулта хута янă. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн иртнĕ хыççăн çуртра юсамалли, çĕнетмелли ĕçсем, паллах, сахал мар: акт залĕ юхăннă, хĕрачасемпе арçын ачасен хывăнса тумланмалли пỹлĕмĕсем те юсав ĕçĕсене кĕтеççĕ.
Хальхи вăхăтра асăннă шкулăн спорт залĕнче хĕрỹ ĕç пырать.
- Кантăксемпе электропроводсене, çутă паракан лампăсене улăштартăмăр. Çавăн пекех спорт пỹлĕмĕн стенисемпе маччине те сăрларăмăр. Хĕрачасемпе арçын ачасен хывăнса тумланмалли пỹлĕмĕсенче сан-узел вырнаçтартăмăр. Ачасем выляса тарланă хыççăн çăвăнса уçăлмашкăн душ пỹлĕмĕсене хута ятăмăр. Асăннă ĕçсене пурнăçлама пурĕ 973043 тенкĕ уйăрнă, - терĕ Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн директорĕ Евгений Савельев.
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем те ачасен хăтлăхĕ çинчен манмаççĕ. Кунта "Энергогарант" тулли мар яваплăхлă пĕрлешỹ ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Вĕсем пĕлỹ çуртĕнче санузелсем вырнаçтараççĕ. Çавăн пекех Нĕркеç вăтам, Хырхĕрри тĕп шкулĕсенче те санузел валли пристройсем тăвасси пырать. Республика бюджетĕнчен виçĕ шкул валли пĕтĕмпе 5 млн та 327 пин те 962,20 тенкĕ укçа уйăрнă.
Хăтлă шкулсен çутă, уçă класĕсене кĕме кăмăллă, вĕренме - аван. Спорт залĕсем тивĕçлĕ шайра пулни вара ачасемпе кирлĕ пек хатĕрленме май парĕ, гигиена пỹлĕмĕсем те вĕренекенсен сывлăхне упрама пулăшĕç.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"