01 августа 2017 г.
Илем тесенех куç умне тирпейлĕ хуçалăхсемпе ем-ешĕл уй-хир, вăрман, тутлă шăршипе савăнтаракан чечексем тата ырă та уçă кăмăллă, сăпайлă çынсен сăнĕсем тухса тăраççĕ. Илеме курма, туйма пĕлекенсене телейлĕ теççĕ пулсан, çак илеме тăвакансем вара, ман шутпа, çĕр çинчи пирĕштисем. Комсомольски ялĕнче пурăнакан Ираида Васильевнăпа Владислав Викторович Максимовсем пирки çĕр çинчи çăтмах пахчине хута яракансем тесе калас килет.
Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырма пикипе Комсомольски районĕнчи Шурут ял яшĕ 1975 çулта çемье çавăрнă. Вăл вăхăтра çамрăксем иккĕшĕ те студентсем пулнă. Ираида Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи биологи-хими факультетĕнче ăс пухнă. Мăшăрĕ, Владислав Викторович вара, ăста хирург пулас тесе, ăслăлăх гранитне шĕкĕлченĕ.
- Комсомольскине 1978 çулта килсе вырнаçрăмăр. Эпĕ çак ялти вăтам шкулта хими тата биологи предмечĕсене вĕрентме пикентĕм, мăшăрăм районти тĕп больницăра хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеме пуçларĕ, - сỹтĕлчĕ Ираида Васильевнăн аса илỹ çăмхийĕ.
Асăннă шкулта Ираида Максимова 37 çул тăрăшнă. Унăн вĕренекенĕсем шкулта, районта тата республикăра иртекен тĕрлĕ конкурс-викторинăсене хутшăнса яланах малти вырăнсене çĕнсе илни пирки те каласа пачĕ хисеплĕ вĕрентекен. Кунта, паллах, Ираида Васильевнăн тỹпи питĕ пысăк. Сăмах май каласан, вĕренекенĕсем халĕ те тивĕçлĕ канури вĕрентекенне манмаççĕ, çуралнă тата хĕр-арăмсен кунĕсенче е сĕнỹ-канаш кирлĕ пулсан та шăнкăравласах тăраççĕ. Çулсем иртсен те ачасем хăйне манманни хĕрарăма савăнтарать, çавна май вăл вĕренекенĕсене тав сăмахĕ калать.
- Ачаранах çутçанталăка юрататтăм. Манăн ăна ăнланса унпа юнашар пулас килетчĕ. Çутă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе Шупашкарта ятарлă пĕлỹ илтĕм, хам пĕлнине ыттисене те вĕрентме тăрăшрăм. Халĕ вара пахчара кăштăртатма вăхăт çителĕклех, - терĕ сăпайлăн йăл кулса чечексем евĕрех чипер кил хуçи хĕрарăмĕ.
Максимовсен кил-картинче йĕри-тавра тирпей-илем хуçаланать. Мăшăр пахчара кану вырăнĕ йĕркеленĕ. Чей вĕретмелли сăмаварĕ те уçă сывлăшри сĕтел çинчех вĕресе ларать. Йывăçсен сулхăнĕнче тĕлĕрекен бассейнра пĕчĕк пулăсем ярăнса ишеççĕ. Культурăсем пирки калас пулсан, мĕн кăна çитĕнтермест-ши кунта кил хуçи хĕрарăмĕ?! Шурă, сарă, кăвак, кĕрен, çитсă, шупка сарăпа хутăш хĕрлĕ лобели, петуни, цини, калла, флокс, роза, лили, клематис тата ытти чечексем те чуна савăнтарса ешереççĕ. Çимĕç кỹрекен йывăçсемпе тĕмсем вара пăшăл пăтти пĕçереççĕ. Карта çумĕнче ỹсекен улмуççисем, çитĕнсех çитеймен çимĕçĕсемпе мухтаннăн, пуçĕсене пĕксе лараççĕ. Чăрсăр çил ачи хушăран таçтан вĕçсе килет те симĕс çулçăсемпе выляма пуçлать.
Максимовсен пахчи яланах чечекре - çуркуннерен хура кĕркуннечченех. Юр кайма пуçласанах, чăн малтан, тĕрлĕ тĕслĕ çеçпĕл чечекĕсем, çуркунне çитессе систерсе, куç хĕсме пуçлаççĕ, каярах нарциссем йăл кулаççĕ, тата кăштахран вара тĕрлĕ сортлă чипертен те чипер тюльпансем хăйсен илемĕпе чуна тыткăнлаççĕ. Хăш чечекĕ хăçан çурă- ласса пĕлнĕрен çак шайлашулăха тытса пыма май килет Ираида Васильевнăна.
Çеçкесенчен тухакан ырă шăршă таврана сарăлса иртен-çỹрен çынсен чĕрисене илемĕпе тыткăнлать, вĕсене савăк кăмăл парнелет. Максимовсен пахчинче улма йывăçĕсемпе юнашарах виноград тĕмĕсем те хăйсене валли вырăн тупнă.
- Виноград кăçал питĕ ăнса пулать, - хулăн авăрсене сире-сире çупкам-çупкам çырласене кăтартрĕ Ираида Васильевна. - Ку сорчĕ "Изабелла" ятлă. Мăшăрăм та ĕçрен пушансан пахчара тăрăшма кăмăллать.
Ираида Васильевна ыйтнипе Владислав Викторович теплица ăсталанă. Унта çитĕннĕ помидорсемпе хăярсем хуçисене çимĕçĕсемпе тахçанах савăнтараççĕ ĕнтĕ, арбузпа дыня та часах ỹссе çитĕнĕç. Хальхи вăхăтра вĕсен тĕввисем те курăнаççĕ.
- Помидорсен "Бычье сердце", "Негр" сорчĕсене кăмăллатăп. Вăрăсене эпĕ февраль уйăхĕнчех акатăп. Çитĕннĕ пĕр çимĕç, хушăран, 800-900 грама та çитет, - терĕ Ираида Васильевна. - Помидорсем сĕтеклĕ те тутлă, ачасемпе мăнуксене çимĕçсемпе сăйлатпăр.
Ачисем тенĕрен, телейлĕ мăшăр икĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ашшĕпе амăшĕ Эдуардпа Станиславăн ачисемпе чунтан савăнаççĕ. Тĕпренчĕкĕсем те кун-çул парнеленĕ çыннисене манмаççĕ, час-часах килсе çỹреççĕ, вĕсене яланах пулăшма тăрăшаççĕ.
- Гороскопра тахçан "сирĕн пурнăçăр чечексен чỹлмекĕ ăшĕнче" тенине вуласа кулнăччĕ. Çак каларăш чăна килчĕ. Паянхи кун пирĕн пахчара 126 тĕрлĕ чечек çитĕнет, - терĕ Ираида Васильевна калаçăва вĕçленĕ май.
А.ДЕНИСОВА
Источник: "Каçал Ен"