Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Яваплăха туйма вĕренесчĕ

21 июля 2017 г.

Кăçал Раççейре - Экологи çулталăкĕ. Çавна май кунсерен е эрнере пĕрре кун çути куракан республика изданийĕсенче, çав вăхăтрах район хаçачĕсенче те, тирпей-илем, тасалăх çинчен çырнă статьясем куç умне час-часах лекеççĕ. Çапла, чечексем тата мăянпа вĕлтĕрен, куршанак хушшинче пурăннин уйрăмлăхĕ пурах çав.

Çак кунсенче республикăн тĕп хулинче пулса курма тỹр килчĕ. Йĕри-тавра тĕрлĕ-тĕрлĕ чечек куçа илĕртет, хула урамĕпе уçăлса çỹреме те кăмăллă. Хамăрăн район пирки апла калама пулать-ши? Тирпейлĕ хуçасемех пурăнаççĕ-ши пирĕн тăрăхра? Е машинăпа çỹренĕрен вĕсем çынсем çỹллĕш ỹсме пуçланă ỹсен-тăрана асăрхамаççĕ-ши? Тĕслĕхрен, Комсомольски ялнех илер. Ун пирки районăн чĕри тесен те юрать. Анчах та урамĕсенчи тротуарсем, çулсем хĕррисенче пĕр метр е çỹллĕрех те курăк ỹссе кайнисĕр пуçне çỹп-çап сапаланса выртнине курма тỹр килет. Пушă бутылкăсемпе юнашарах - пирус тĕпĕсем тата ытти ăпăр-тапăр... Пушаннă савăтсемпе пакетсене урнăсене пăрахсан аллисем татăлса ỹкесрен хăраççĕ-ши хăшĕсем? Кабалин, Антонов ячĕллĕ микрорайонсенче, Завод тата урамсенче мăянпа эрĕм, пиçен часах хамăра та хăваласа çитĕç-ха.

Кунсăр пуçне Комсомольски ялĕнчи 1-мĕш Полевая урамнех илер. Унта вара çул çийĕн шыв юхать. Шыв пăрăхне хунă пулин те, ĕçне вĕçне çитермен. Хăçан пурнăçлĕç-ши палăртнă ĕçсене? Ял тăрăхĕсенче ĕçсем тата еплерех пыраççĕ-ши?

"Каçал ен" хаçат редакцине çакăн евĕр çитменлĕхсем çинчен шăнкăравлакансем те пулчĕç. Кашнине хумхантаракан ыйтусем çине хурав шыраса Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Юрий Николаевич Митюковпа тĕл пултăмăр.

- Тавралăхри тирпей-илемшĕн, тасалăхшăн вырăнта пурăнакансем яваплă. Анчах та тĕлĕнмелле пирĕн çынсенчен - калани пĕр хăлхаран кĕрет те тепринчен тухса каять тейĕн. Çакă вăл - экологи культури çитменнине палăртакан пулăм. Паллах, çул-йĕр хĕрринче ỹсекен курăка çуласси - çул-йĕре пăхса тăракан организаци ĕçченĕсен тивĕçĕ те. Апла пулин те хамăр çинчен яваплăха сирместпĕр. Территорие тирпей-илем кĕртсе тăракан çын штата илесшĕн, ăна тупас тĕллевпе районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ваканси те тăратрăмăр. Ĕçе пуçăнас кăмăллисем, темшĕн, тупăнаймарĕç-ха, - хуравларĕ ыйтăвăм çине Юрий Николаевич.

Уйрăм çуртсем умĕнчен иртсе çỹреме кăмăллă, мĕншĕн тесен кашни хуçа хăйшĕн хăй тăрăшать. Нумай хутлă çуртсен умĕсенче вара курăк çитĕнет. "Çынсемпе пĕрре мар субботниксем йĕркелес тĕллевпе тĕл пултăмăр, тĕрĕсрех каласан, картишрен картишне, килĕрен субботника тухăр тесе чĕнсе çỹрерĕмĕр. Ара, пĕрле кар тăрса ĕçлесен çеç тирпей-илем кĕрет-çке. Шел пулин те, обществăлла ĕçе хутшăнас кăмăллисем пулмарĕç, ăна хамăр ĕçченсемпех ирттерме тỹр килчĕ: хупнă свалкăсемпе çырма-çатрана кайса пăрахнă çỹп-çапа пуçтарса Патăрьелĕнчи полигона ăсатрăмăр.

Магазинсем умĕнчи газонсемшĕн вара вĕсен хуçисемпе унти ĕçченсем яваплă. Комсомольски ялĕнчи 1-мĕш Полевая урамри кĕпер ыйтăвĕ те пирĕншĕн ют мар. Малтанах кунти çул уйрăм çуртпа юнашарах пулнă, халĕ вăл кăшт айккинерех. Çуртпа юнашарах çырма пурччĕ. Çав çырмари шыв кил-çурта ан кĕтĕр тесе хуçисем, паллах, ял тăрăхĕпе калаçса, шыв пăрăхĕ хучĕç, ун çийĕн чул сартăмăр. Часах ăна тăпрапа хуплăпăр та çиелтен щебенкăпа витĕпĕр. Хальхи вăхăтра ĕç вĕçленеймен-ха, ăна çывăх вăхăтрах тĕплĕн пурнăçлăпăр", - терĕ Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Н.Митюков.

А.ДЕНИСОВА калаçнă

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика