Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тарифсем нумай ỹсмен

18 июля 2017 г.

2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейри мĕнпур регионта коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем ỹснĕ. Чăваш Енре вăл вăтамран илсен 3,9 процентран ытлашши ỹсмен.

Хула çыннисем усă куракан электроэнерги 4,4 процент хакланнине шута илес пулсан, вĕсен малашне çак пулăшупа усă курнăшăн 1 киловатшăн 3,11 тенкĕ, ял çыннисен 2,18 тенкĕ (ỹсĕм - 4,3 процент) тỹлемелле пулать.

Çутçанталăк газĕн хакĕ 3,75 процент ỹснĕ, унăн пин кубометрĕн хакĕ - 5366,27 тенкĕ. Кубометр хакĕ 19 пус ỹснĕ.

Тỹлевсем ỹснĕ май сахал тупăшлă çемьесене яланхи пекех социаллă гарантисемпе тивĕçтереççĕ. Вĕсене пулăшас тĕллевпе республика хыснинчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Сăмах май каласан, 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çу уйăхĕ таран 315775 çын (республикăра пурăнакансен 25,6 проценчĕ) коммуналлă пулăшу тăкакĕсемшĕн республика хыснинчен уйăракан саплаштару укçипе усă курнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика