Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ветеран ячĕпе ăмăрту

14 июля 2017 г.

Спортпа туслă пулни тата сывă пурнăçпа пурăнни çыннăн ỹт-пĕвне кĕрнеклĕхпе вăй парнелет, сывлăха çирĕплетет, унăн çĕр çинчи кун-çулне те вăрăмлатать.

Тĕслĕхрен, Комсомольскинче пурăнакан Василий Иванович Пундяков спорт ветераннех илер. Вăл июлĕн 11-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ, апла пулин те ун пирки ватă тесе калама чĕлхе çаврăнмасть, вăл вăр-вар та хастар. Çак кун "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче хисеплĕ ветеран ячĕпе çăмăл атлетика енĕпе ăмăрту иртрĕ. Унта районти организацисемпе предприятисенче, вĕренỹ учрежденийĕсенче тăрăшакан ветерансем активлă хутшăнчĕç.

Мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, райпо ертỹçи Евгений Карпеев тата ыттисем те килсе çитрĕç. Вĕсем ăшă сăмахсемпе саламланă май юбиляра асăнмалăх парнесем те парса чысларĕç.

Арçынсемпе хĕрарăмсем - 60, 400 тата, çулсене пăхмасăрах, 1000 метра чупса тата тăршшĕне сиксе тупăшрĕç. 50-60 çулхи арçынсем хушшинче 60 метра чупса пĕрремĕш вырăна Александр Маштанов çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Вячеслав Лаврушкин тухрĕ. Виççĕмĕш вырăна вара Юрий Любимов тивĕçрĕ.

61-70 çулхи арçынсем хушшинче вара пĕрремĕш вырăна Анатолий Давыдов тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн-сене Алексей Самаркинпа Вячеслав Скворцов тивĕçрĕç.

71 çултан аслисем те асăннă дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕç. Паллах, чи харсăрри юбиляр, Василий Пундяков, пулчĕ. Вăл пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Арсентий Иванов тата Евгений Зотов та çулĕсене кура мар вăр-вар, пултаруллă. Вĕсем иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

50-60 çулсенчи арçынсем хушшинче 400 метра чупса малти вырăнта Юрий Любимов пулчĕ. Александр Маштановпа Евгений Басников та маттуррисен йышĕнче. Вĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

61-70 çулхи арçынсем хушшинче асăннă дистанцире пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене Анатолий Давыдов, Вячеслав Скворцов тата Алексей Самаркин çĕнсе илчĕç. 71 çултан аслăрах арçынсем хушшинче маларах палăртнă дистанцире пĕрремĕш вырăна Евгений Зотов тивĕçрĕ. Арсентий Иванов финиша кăшт çеç каярах çитрĕ, вăл иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Виççĕмĕш вырăна Василий Пундяков çĕнсе илчĕ.

Тăршшĕне сикес енĕпе 50-60 çулхи арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Вячеслав Лаврушкин тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Валерий Денисов çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Вячеслав Егоров.

61-70 çулсенчи арçынсем хушшинче Анатолий Давыдов, Алексей Самаркин тата Геннадий Орлов палăрчĕç.

71 çултан иртнисенчен пĕрремĕш вырăна Василий Пундяков çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Арсентий Ивановпа Василий Батюков.

Хĕрарăмсем те арçынсенчен кая мар тупăшрĕç. 50-60 çулхисем хушшинче 60 метра чупса Галина Волкова пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Галина Давыдовăпа Галина Симакова вара иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Чăннипех те маттур, Галинăсем!

61-70 çулхисем хушшинче асăннă дистанцире райпо ĕçченĕ Татьяна Алексеева палăрчĕ.

Маларах палăртнă çулхисем хушшинчи хĕрарăмсем 400 метрлă дистанцие те çăмăллăнах парăнтарчĕç. Малти виçĕ вырăна Галина Давыдова, Нина Галзанова тата Галина Симакова çĕнсе илчĕç.

Хĕрарăмсем тăршшĕне сикес енĕпе те пултаруллă. Тĕслĕхрен, Галина Волкова 1,78 метр сиксе пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна вара 1,75 метра сикнĕ Галина Давыдова çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш вырăна 1,41 метра сикнĕ Тамара Перепелкина тивĕçрĕ.

Пĕр километр дистанцире вара Вячеслав Скворцов пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта Юрий Любимов, виççĕмĕшĕнче - Анатолий Давыдов.

- Чăннипех та маттур пирĕн ентешсем. Ветерансем тивĕçлĕ канура, апла пулин те вĕсем алă усса лармаççĕ - спортпа туслăскерсем ăмăртусене хутшăнаççĕ, кил-хуçалăхра та ĕлкĕ-реççĕ. Çамрăксен вара кăшт туртăнмалла. Вĕсем те спортпа туслашсан пирĕн евĕр вăрăм ĕмĕрлĕ те сывлăхлă пулĕç, - терĕ Василий Иванович. - Тавтапуç сире, мана сума сунăшăн, хисепленĕшĕн.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика