Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Асрах пулăн эс, тăван шкул!

28 июня 2017 г.

Сехет йĕппи пĕр чарăнми шаккать, вăхăт та шав малаллах шăвать. Акă, тинрех çеç шкул класĕсем шавлăччĕ, халĕ вара, пĕлĕве экзаменсем урлă тĕрĕсленĕ хыççăн, вĕренỹ тĕнчипе сывпуллашмалли тапхăр та сисĕнмесĕрех килсе çитрĕ - июнĕн 23-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенчи выпускниксен парачĕ иртрĕ. Сăмах май, кăçал районта пурĕ 401 ача шкулпа сывпуллашрĕ, вĕсенчен 275-шĕ - тăхăр класс, 126-шĕ - 11 класс пĕтернисем.

Выпускниксем хушшинче вĕренỹпе спортра хастаррисем, "Орленок" çарпа спорт вăййисен участникĕсем, республика тата район администрацийĕн пуçлăхĕсен стипендиачĕсем, Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен районти, республикăри тата регионри, республикăри олимпиада-конкурссен призерĕсемпе çĕнтерỹçисем пулчĕç. Ывăл-хĕрĕсене, мăнукĕсене çак паллă кунпа саламлама ашшĕ-амăшĕсемпе аслашшĕ-асламăшĕсем те пуçтарăнчĕç.

Пухăннисем умĕнче чи малтан Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ульдина, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков сăмах илчĕç. Вĕсем выпускниксене алла аттестат илнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç, пурнăçра ăнăçусемпе пысăк çитĕнỹсем сунчĕç.

- Чун туртнă профессие алла илсе хăвăра юратнă ĕçре тупма сунатпăр. Сирте - çĕршыв пуласлăхĕ! Нихăçан та хăвăра кун-çул парнеленĕ çынсен, тăван шкул ятне ан ярăр, - терĕç вĕсем вы-пускниксене ăшă сăмахсем каланă май.

Спорт енĕпе чи харсăррисене саламлаканĕ вара "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн çумĕ Юрий Боровков пулчĕ. Вăл çамрăк спортсменсене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чысларĕ. Сăмах май, выпускниксем хушшинче пурнăç çулне çарпа, спорт енĕпе çыхăнтарас шутлисем те пур. Мĕнех, çутă ĕмĕчĕсем пурнăçланмалла пулччăр!

Асăннă вăтам шкулсен выпускникĕсене, вĕренỹпе спортра тата обществăлла ĕçре хастаррисене Светлана Ульдина ылтăн медальсемпе Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Кăçал Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенчи 16 вĕренекен ылтăн медале тивĕçрĕ. Вĕсем: Альберт Акчурин, Елизавета Зайцева, Людмила Карсакова, Александра Кокорева, Елена Комиссарова, Анастасия Краснова, Георгий Матвеев, Владилена Мурзаева, Алина Романова, Виктория Скворцова, Юлиана Сыраева, Анастасия Федотова - 1-мĕш, Лейсан Айсенова, Валерия Галкина, Ирина Салмина, Наиля Шарафутдинова 2-мĕш вăтам шкулĕсенчен.

Выпускниксене педагогика ветеранĕсемпе ашшĕ-амăшĕ саламланă хыççăн пухăннисемпе пĕрле алла аттестат илнисем чĕрене пырса тивмелле юрă шăрантарчĕç, шкул вальсне юлашки хут ташларĕç.

Шкул вальсĕ... Пăлхануллă самант... Выпускниксемпе хăнасен юрри-ташши, кĕвĕ-çемĕ... Канăçсăррăн тапакан çамрăк чĕресем... Малашнехи çутă ĕмĕт-тĕллевсем... Каярах шкул партипе сывпуллашакансем пурте пĕрле тăрса тỹпене тĕрлĕ тĕслĕ шарсем вĕçтерчĕç. Ку вара тăхтавсем вĕçленнин чăн символĕ пулса тăчĕ.

Кăçал районти 34 вĕренекен вăтам шкула медальпе пĕтерет. Вĕсенчен 16-шĕ - Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш вăтам шкулĕсенчен. Урмаел вăтам шкулĕнчен 12-ĕн: Рина Рамисова, Энже Адеева, Разина Бататова, Резиле Хамбикова, Лилия Хамбикова, Айгель Салахутдинова, Динара Шакурова, Дина Садрукова, Диляра Арифуллина, Лейсан Азмуханова, Айсылу Шарафутдинова, Энже Хайртдинова; Аслă Чурачăкран Алина Кузьмина; Шурут вăтам шкулĕнчен Оксана Краснова, Ольга Терентьева; Нĕркеç шкулĕнчен Анастасия Белкина; Тукай Мишерĕнчен Динар Шайхолов, Зухра Багаутдинова.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика