Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çутçанталăка сыхлани вăл - пурнăçа сыхлани!

23 июня 2017 г.

Кăçал Раççейре - Экологи çулталăкĕ. Çавна май районти тĕп библиотека ача-пăча вулавăшĕпе пĕрле тĕрлĕрен мероприяти йĕркелет. Акă, çак кунсенче, асăннă çулталăка халалласа вулавăш ĕçченĕсем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ çумĕнчи "Хĕвел" кану лагерĕнчи кĕçĕн çулхи туссемпе "Çутçанталăка сыхлани вăл - пурнăçа сыхлани!" квест-вăйă ирттерчĕç.

Пухăннисем малтанах тăватă ушкăна пайланчĕç. Кĕçĕн çулхисем "Шăнкăрчсем", "Ăмăрткайăк чĕпписем", "Çутçанталăк", "Ăмăрткайăк" команда ячĕсене килĕштерчĕç. Кашни ушкăнăн 5 станци - "Интеллектуаллă", "Вăрман", "Литература", "Кайăк-кĕшĕк", "Чĕрчунсем" - витĕр тухмалла пулчĕ. Асăннă чарăнусенче ачасем ăс-тăна çирĕплетекен, ăна аталанма пулăшакан пуçватмăшсемпе ыйтусем çине хуравсем шырарĕç. Шăпăрлансен унсăр пуçне вăрманта пурăнакан тискер чĕрчунсен ячĕсене каласа памалла пулчĕ, хирте тата вăрманта ỹсекен сиплĕ курăксемпе паллаштарма та тиврĕ. Вĕсем кайăксен, тискер чĕрчунсен сассисене уйăрчĕç, сырăшсем ăсталама вĕренчĕç. Çак вăйăсем урлă ачасем çутçанталăка сыхлама, ăна упрама кирлине пуçа хыврĕç. Çĕнтерỹçĕсене хăвăртлăх тата тĕрĕс хуравсем тăрăх палăртрĕç. "Шăнкăрчсем" команда, чăнах та, çак кайăк евĕрех - хăвăрт, вăр-вар, кăсăк та маттур. Çĕнтерỹçĕ ушкăн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Вăййа хутшăннă ачасем пурте питĕ пултаруллă, активлă пулчĕç. Вĕсене, кашни ушкăнах, асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕç. Экологи темипе йĕркеленĕ вăйă пурне те питĕ килĕшрĕ.

В.БОРОВКОВА,

библиотекарь

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика