06 июня 2017 г.
Мари Эл Республикин тĕп хулипе паллашас тĕллевпе Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем çул çỹреве пуçтарăнчĕç.
Çуллахи каникул пуçлансанах 6-мĕш "б", 5-мĕш "б", 7-8-мĕш классенче ăс пухакансем класс ертỹçипе С.Индюковăпа тата Е.Ильина педагог-психологпа пĕрле çула тухрĕç.
Йошкар-Ола - питĕ илемлĕ те тирпейлĕ хула. Кунта курмалли-пĕлмелли вĕренекенсемшĕн питĕ нумай пулчĕ. Патриарх лапамĕ, Петĕрпе Февронин фонтан-палăкĕ, "Вуникĕ апостол" сехет, Итали паркĕ, И.А.Оболенский-Ноготков площачĕ тата ытти вырăнсем те ачасен чунĕсене тыткăнларĕç. Тăван ене таврăннă вăхăтра вĕсем хăйсен савăнăç туйăмĕсене пытараймасăр пĕр-пĕрне пỹле-пỹле курни-пĕлни çинчен калаçса пычĕç.
Мари Эл Республикин историйĕпе паллашни ачасен тавракурăмне, пĕлỹ шайне тата анлăлатрĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем малашне те ытти вырăнсене кайса курма калаçса татăлчĕç. Экскурси пурне те питĕ килĕшрĕ.
С.ИНДЮКОВА
Источник: "Каçал Ен"