Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Уяв аван иртрĕ

06 июня 2017 г.

Каникул - ачасемшĕн хаваслă та савăнăçлă тапхăр, ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсемшĕн - пăлханмалли самант. Умри яваплă виçĕ уйăх ăнăçлă ирттĕр тесен вĕсен канăвне йĕркелени питĕ вырăнлă.

Эпир, Комсомольскинчи тĕп вулавăш ĕçченĕсем, кĕçĕн çулхи туссене савăнтарас тĕллевпе июнĕн 1-мĕшĕнче "Праздник детства" хаваслă мероприяти йĕркелерĕмĕр. Çанталăк çумăрлă тăчĕ пулин те, уявĕ "хĕвеллĕ" иртрĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансен пичĕсем хаваслă йăл кулăпа çиçрĕç. Концерт программине анлăлатма "Рябинушка" ача садне çỹрекенсем пулăшрĕç. "Кĕтне" ФСКри фитнеспа аэробика уйрăмне çỹрекенсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Пирĕн çамрăк артистсем чăннипех те маттур!

Юмахри асамлă сăнарсем - Шрек, Фиона, Степа тете, ỹнерçĕ, клоунсем - ача-пăчана пачах та салхулланма памарĕç. Вĕсем пухăннисене илĕртỹллĕ çулçỹреве илсе тухрĕç. Унта пĕчĕк çулхисене тĕрлĕрен ĕçсем, юрă-ташă, тупмалли юмахсемпе вăйăсем кĕтрĕç. Уявпа тата каникул пуçланнă ятпа ачасене район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен начальникĕ Светлана Долгова саламларĕ. Праçник ăнăçлă иртрĕ, вăл пурне те килĕшрĕ. Мероприяти фотосессипе вĕçленчĕ.

В.БОРОВКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика