Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Академире вĕренеççĕ, çар çыннисем пуласшăн

06 июня 2017 г.

Тăван çĕршыва сыхласси - кашни арçын тивĕçĕ. Хăшĕ-пĕрисем хĕсметре тăрассинчен пăрăнса çỹреççĕ пулсан та, чылай каччă хăйĕн тĕп тивĕçне пурнăçлама тăрăшать.

Пĕр çул хĕсметре тăнисĕр пуçне каччăсем çар вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухаççĕ. Пирĕн районти хĕрсемпе каччăсем те çар çынни пулас ĕмĕте пурнăçа кĕртеççĕ. Тĕслĕхрен, 2015 çулта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн выпускникĕ Сергей Кураков çар академине вĕренме кĕме çав тери пысăк конкурс пулнине пăхмасăрах Воронеж хулинчи академи курсанчĕ пулса тăчĕ. Арçын ача мĕн пĕчĕкренех офицер пулма ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллеве пурнăçлама шанса каччă мĕн пĕчĕкренех спортпа туслашнă, ỹт-пĕвне пиçĕхтернĕ. Вăл тăтăшах "Кĕтне" ФСКри тренажер залне çỹренĕ, спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Республикăри, районти ăмăртусене хутшăнса сатур йĕкĕт Хисеп грамотисене, Дипломсене, парнесене тивĕçнĕ. Унпа пĕрлех каратэ секцийĕн хастарĕ те пулнă вăл.

Сывă пурнăç йĕркипе пурăнни, режима пăхăнни, шкулта лайăх вĕренни Сергея академие вĕренме кĕме пулăшнă та. Паян вăл курсант пулнишĕн хăй çеç мар, мĕнпур тăванĕсем хĕпĕртеççĕ. Кунта паллах, ашшĕ-амăшĕн, куккашĕпе кукамăшĕн тỹпи уйрăмах пысăк. Сăмах май калас пулсассăн, Сергейĕн кукашшĕ - Анатолий Семенович - офицер пулма ĕмĕтленнĕ. Шел пулин те, çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртме май çитереймен иккен. Çавăнпа та Анатолий Семенович мăнукĕ çар çынни пулнишĕн чунтан савăнать. Çывăх çыннисем Сергея вĕренỹре çитĕнỹсем, кулленхи пурнăçра ăнăçусем сунаççĕ. Çар çыннин çирĕп кăмăллă, харсăр, патвар пулмалла. Каччă çакна питĕ лайăх пĕлет. Ахальтен мар вăл малтисен йышĕнче пулма тăрăшать.

Комсомольскинче çуралса ỹснĕ каччăсем çеç мар, хĕрсем те çар профессине суйласа илни савăнтарать. Вĕсенчен пĕри - Сергейпа пĕрле выляса ỹснĕ, пĕр шкултах пĕлỹ пухнă Оля Ефремова. Вăл та умри йывăрлăхсене парăнтарса, пысăк конкурсра чи матуррине çирĕплетсе Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин Мускаври çар академийĕн курсанчĕ пулса тăнă. Хĕр шкулта вĕреннĕ чухнех питĕ харсăр та маттур пулнă. Спорт мероприятийĕ-и, олимпиада-и, пултарулăх конкурсĕ-и - Оля пур çĕре те ĕлкĕрнĕ. Паянхи кун та хĕр вĕренỹре маттур, çарти тивĕçсене те "пиллĕклĕх" пурнăçлать.

Кăçал Сергей Кураковпа Оля Ефремова Мускав хулинче ирттернĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăннă. Ентешсем пысăк мероприятисенче хастар пулни чăннипех савăнтарать. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр, мухтанатпăр. Курсантсем çар академийĕсенче хăйсене лайăх енчен çеç кăтартасса шанатпăр!

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика