Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » "Малышиада" - хаваслă вăйă

30 мая 2017 г.

Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Комсомольскинчи "Пилеш" ача садĕнче "Малышиадăн" районти ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта пурĕ сакăр команда - "Пучах", "Лейсан", "Асамат кĕперĕ", "Пилеш" тата ытти тăваттăшĕ шкулсем çумĕнчи садиксем хутшăнчĕç.

Ачасем "Малышиада" тата çавăн евĕр спортпа интеллектуаллă вăйăсене питĕ килĕштереççĕ. Олимпиадăна хутшăннă шăпăрлансем чупса, инçĕшне сиксе, ташласа, юрласа та кăтартрĕç. Пултаруллисем малти вырăнсемпе асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç. Çакă ачасемшĕн вара чăн уяв пулчĕ. Тĕслĕхрен, хăвăрт чупас енĕпе "Пилеш" ача садне çỹрекен Аделина Архипова палăрма пултарчĕ. Хĕрача пирки калас пулсан, вăл спортпа питĕ туслă, çав вăхăтрах юрра-ташша та ăста. Асăннă садикре ăс пухакан Святослав Свинин та хăвăрт чупса 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Тăршшĕне сиксе 1-мĕш вырăна Валерия Белкова тивĕçрĕ. Андрей Поляков 3-мĕш вырăна тухрĕ. Скакалкăпа та сиксе тупăшрĕç ача-пăчасем. Ку енĕпе       3-мĕш вырăна Илья Шакмаков тухрĕ. Мечĕке малалла сиктерсе ăмăртнă тапхăр питĕ хавас та кăсăклă иртрĕ. Кунта та "Пилеш" садике çỹрекенсем палăрма пултарчĕç. Илья Самаринпа Валерия Волкова 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Ташă ташласа "Пилеш" садик команди 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Çĕнтерỹçĕсене ăшшăн саламлатпăр.

Т.ШЕВЕРОВА,

"Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика