30 мая 2017 г.
Кĕçĕн Каçалти культура çуртĕнче çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче фестиваль-конкурс иртрĕ.
Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланă. Çавна май "Рябинушка" ача сачĕн воспитанникĕсем "Вальс Победы" ташларĕç. А.Майорова вара "Çĕнтерỹ юррине" шăрантарчĕ. "Мишутки" ушкăн ташларĕ, "На привале" сценка та кăтартрĕ. "Солнышко" ушкăнăн "Дети войны" ташши вара пухăннисен куçĕсене шывлантарчĕ. М.Михеевпа А.Козлова шăрантарнă "Асамат кĕперĕ" юрă пурин кăмăлне те кайрĕ.
Хăнасене фойере йĕркеленĕ выставка та питĕ килĕшрĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан А.Григорьева ĕçĕсем ыттисенчен уйрăлса тăчĕç. 5-мĕш класра вĕренекен хĕр пĕрчи картинăсем ỹкерме ăста. Р.Буланцова, Р.Чернова, Г.Тукаева, Т.Волкова, Ю.Федоровăпа Р.Айгунь ăсталанă ал ĕçĕсем пухăннисене илĕртрĕç.
Конкурса хутшăннисем кашниех Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Г.ТУКАЕВА
Источник: "Каçал Ен"