Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ватăсемшĕн тăрăшни - хисеплĕ, сăваплă ĕç

12 мая 2017 г.

 Калас сăмахăм ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен, правăна хỹтĕлекен органсен ветеранĕсен (пенсионерĕсен) районти канашĕн председателĕнче нумай çул ырми-канми ĕçлекен Юрий Сергеевич Тимофеев çинчен. Майăн 9-мĕшĕнче Юрий Сергеевич çут тĕнчене килни 80 çул çитрĕ.

Юрий мĕн çамрăкран общество, халăх ĕçне активлăн хутшăнать. Вăрçă çулĕсенче, вăл вăрçă ачи, аслисене пулăшнă. Кайран та колхозра ĕçлесе ỹснĕ. Тинĕс-çар флотĕнче тăватă çул службăра пулнă. Çар карапĕ çинче пĕрремĕш статьяллă старшина тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Çартан таврăнсан комсомол организацийĕнче хастарлăх кăтартнине кура ăна райцентра ĕçлеме чĕннĕ. Судисполнителĕнче ĕçленĕ çĕртен ăна парти райкомне инструктора илнĕ. Часах Юрие ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйланă, чылай хушă вăл çамрăксен ертỹçи пулса хăйĕн организаторла пултарулăхĕпе палăрнă.

Ун хыççăн профсоюз райсовечĕн председателĕнче, парти райкомĕнче ĕçлеме тивнĕ. 1979 çултан пуçласа агропромышленность комплексĕн профсоюзĕн райкомĕн председателĕнче чылай хушă ĕçлет, 1990 çулта вăл делегат пулса СССР профсоюзĕн ХIХ съездне хутшăнать. 1987 çул пуçламăшĕнче Юрий Сергеевич ветерансен районти организацине йĕркелеме хастар хутшăнать. Çавăнтанпах вăл ветерансен (пенсионерсен) канашĕн президиумĕн членĕ, районти ветерансен организацийĕн ĕçне активлă хутшăнать. 2000 çултанпа Ю.Тимофеев пĕр улшăнмасăр районти ветерансен организацине ăнăçлă ертсе пырать.

Район администрацийĕпе таччăн çыхăнса пурнăçлать хăйĕн ĕçне. Ю.С. Тимофеев председательте ĕçленĕ хушăра ветерансен йышĕ те, пуçламăш организацисен шучĕ те чылай ỹсрĕ.

Çамрăксемпе те, ваттисемпе те Юрий Сергеевич пĕр сăмах тупма пĕлет. Вăл тỹрĕ кăмăллăхĕпе, сăпайлăхĕпе халăх хисепне тивĕçнĕ.

Тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн Юрий Сергеевич ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн, Раççейĕн никама пăхăнман профсоюзĕн, Ял хуçалăх министерствин тата ытти органсен наградисене тивĕçнĕ.

Унăн çемйинче яланах лăпкăлăх, килĕшỹ хуçаланаççĕ. Мăшăрĕ, Валентина Алексеевна, чылай хушă больницăра тĕп врач çумĕнче, куç тухтăрĕнче ĕçленĕ. Районти Хĕрлĕ Хĕрес обществине ертсе пынă.

Юрий Сергеевича юбилейпе ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх сунар, халăхшăн малашне те ăнăçлă ĕçлеме вăй-халĕ пултăр.

Р.МОИСЕЕВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика