12 мая 2017 г.
Çынна хĕрхенесси, пĕр-пĕрне упрасси, ăнланасси, хăюлăхпа тỹр кăмăллăх... Паллах, çак пахалăхсен вăрлăхне тĕпренчĕкĕсен чĕрисенче акакан ашшĕ-амăшĕ - чи телейли. Ырра курса, ăна юратса ỹсекен ача каярах та, пурнăç кукри-макрине çаклансан та, пĕрех ыррах юратĕ. Ара, унсăр пуçне ырă ĕç туни кăмăла уçать, чĕрене те савăнтарать. Çакăн евĕр çынсем пирĕн хушăмăрта сахал мар, вĕсенчен пĕрисем - Надежда Юрьевнăпа Вячеслав Геннадьевич Григорьевсем.
Вăрнар районĕнче çуралса ỹснĕ Надя. Вăл тăван ялĕнчи сакăр класлă шкул хыççăн Канашри училищĕре ăс пухнă, каярах асăннă хулари агрегат заводĕнче тар тăкнă. Кунта ĕçленĕ тапхăрта Надя Каçал тăрăхне юлташ хĕрĕпе килет. Сăн-питрен чипер те ырă кăмăллă хĕре Вячеслав пĕрре курса килĕштерет. Юратакан чĕресем часах пĕрлешсе çемье чăмăртаççĕ, виçĕ ывăла сар хĕвел çути пехиллеççĕ.
- Мăшăрăм малтанах районти тĕп больницăра мастерта тăрăшатчĕ. Ун хыççăн "Эмитрон" завода вырнаçрĕ. Ача-пăча ỹстермелле, вĕсене тивĕçлĕ воспитани памалла. Çав самантрах çурт лартма тытăнтăмăр, укçа-тенкĕ çителĕклĕ пултăр тесе Славик Мускав ĕçлеме вырнаçрĕ. Çапла вара эпир ывăлсене аслă пĕлỹллĕ пулма, вĕсене хваттерлĕ туса çемье çавăрма та пулăшрăмăр, - паллаштарать Надежда Юрьевна хăйсен пурнăçĕпе.
Ачи-пăчи ỹссе çитĕнсен Надежда Юрьевна кил-çурт пушанса юлнине туять. Хĕрача алла тытса курас килни Надеждăпа Вячеслава ача çуртне илсе çитерет. Кунти ĕçченсем мăшăра больницăра сипленекен пĕртăвансем пирки каласа параççĕ.
- Икĕ çулхи хĕр пĕрчи мана пĕрре курсанах "анне" тесе мăйран ыталаса йĕме пуçларĕ. Ăна кура хамăн та питĕм тăрăх куççуль юхрĕ, - сỹтĕлет асаилỹ çăмхи. - Хăйсем, çак ачасем, пĕринчен пĕри сăнран чипер, тата, темшĕн, хамăр сăнлă пекех туйăнчĕç. Вĕсене уйăрас теменнипе пĕр хĕрача вырăнне икĕ хĕрачапа пĕр арçын ача илсе килтĕмĕр.Иккен пепкесен тăван амăшĕ, хаяр шĕвĕке кăмăллаканскер, пĕчĕкскерсене хăйсене çеç хупа-хупа хăварнă, хăй вара таçта çухалса çỹренĕ. Ачасем чирлени те амăшĕн чĕрине ыраттарман, кỹршĕ-арши пăхса тăнипе çеç пепкесем çăлăнса юлнă. Çак ĕç тăхăр çул каялла пулса иртнĕ.
Паянхи кун Валерия Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренет. Вăтамми, Мария, пиллĕкмĕш, Станислав вара асăннă шкулта улттăмĕш класра ăс пухаççĕ. Малтанах Надеждăпа Вячеслава ачасемпе çăмăлах пулман пулсан та, тĕпренчĕкĕсем хальхи вăхăтра шкулта аванах ĕлкĕрсе пыраççĕ, сăвă çырма тата юрра-ташша кăмăллаççĕ. Хăйсем мĕн пĕлнине пепкисене те вĕрентесшĕн ашшĕ-амăшĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах телейлĕ те çут ĕмĕтлĕ çемье ал ĕçĕпе аппаланать: хальхи вăхăтра вĕсем алмаз тĕррине парăнтараççĕ. Марийăпа Валерия амăшĕпе кил-çуртра аппаланаççĕ, ывăлĕ Станислав ашшĕне картишĕнче выльăх пăхма пулăшать. Палăртмалла, Григорьевсен мăйракаллă шултра выльăх сахалах мар, картиш тулли хур-кăвакал, чăх-чĕп тытаççĕ.
- Пĕртăвансене илнишĕн пачах та ỹкĕнместпĕр. Вĕсемсĕр пурнăç та пурнăç мар. Çемье пирĕн телейлĕ, çак телей уççи - ачасенче, - теççĕ Григорьевсем.
Йышлă çемьене мĕн сунар? Телейлĕ ашшĕ-амăшĕн ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса çеç пурăнмалла пултăр.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"