28 апреля 2017 г.
Чун юратнă ĕçре хамăра тупма пултарни - пысăк телей.
Районти 31-мĕш пушар чаçĕнче тăрăшакан Николай Лупов та çак телейлĕ çынсенчен пĕри теес килет. Вăл чĕрĕк ĕмĕр чаçре водитель пулса ĕçлет. Пĕрре пăхсан, çак савăнăçлă та уçă кăмăллă арçын хăй ĕмĕрĕнче тем чухлĕ йывăр саманта парăнтарма пултарнине ĕненес те килмест. Паллах, пушар хуралĕн ĕçченĕн вĕсем сахалах мар.
- Пĕрремĕш хут пушар машинин рулĕ умне ларни халĕ те асра. Ара, тата çавăн чухнехи вут-çулăмĕ те йывăррисен йышĕнчеччĕ. Çулăм виçĕ çыннăн пурнăçне татрĕ - пĕр инвалидăнне тата икĕ пĕчĕк ачанне. Мĕскĕнсем вутран хăранипе аппăшĕн ытамне чăмнă... Вĕсене хĕрхеннипе чун ыратрĕ, анчах та вут-çулăма сарăлма пама юраманни пирки аса илсен хăват кĕнине туйрăм, хама хам алла илтĕм. Алхасакан "хĕрлĕ автана" часах парăнтартăмăр, - пурнăçри чи асра юлнă кунсенчен пĕрне куçĕ умне кăларчĕ Николай Николаевич.
Николай Лупов Анат Тимĕрчкасси ялĕнче кун çути курнă. Амăшĕн, Лиза аппан, пурнăçĕ пачах та çăмăл пулман. Вăрçă çу-лĕсенче Лизăна фашистсене хирĕç кĕрешме те илсе кайма пуçтарăннă. Анчах та хĕр Йĕпреçрен каялла таврăнать: сывлăхĕ хавшакрах пулни чăрмантарнă. Тен, вăрçа кайсан хĕрарăмăн пурнăç çулĕ пачах та урăхла пулма пултарнă? Анчах унăн шăпи урăхларах килсе тухнă - вăл виçĕ тĕпренчĕкне пурнăç çулĕ çине тивĕçлĕ кăларас тесе ырми-канми тăрăшнă, ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçтарнă, вăл пурнăç тыткăчи иккенне яланах аса илтернĕ.
Коля та тăватă класс пĕтерсенех колхоз фермине çул тытать - каникул вăхăтĕнче пăру пăхать. Каярах, ỹсе киле, çамрăкскер аслисемпе пĕрле Ульяновск облаçĕнче вырмара та пулса курать. Ара, амăшне пулăшма тăрăшать мар-и арçын ача?
Ялти сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан Коля Аслă Чурачăк шкулĕнче вăтам пĕлỹ илет. Ун хыççăн яш Шупашкар хулинчи агрегат заводне слесарь-монтажнике ĕçе вырнаçать. Кунтанах ăна çара илсе каяççĕ. Паллах, вăл вăхăтра йĕкĕтĕн чун савнă хĕрĕ те пулнă. Тоня Кольăна çартан кĕтсе илет, часах юратакансем çемье çавăраççĕ. Телейлĕ мăшăр виçĕ пепкене пурнăç парнелет. Ачисем пурте аслă пĕлỹллĕ, паянхи кун вĕсем кашниех çемьеллĕ, ĕнтĕ хăйсем те ачасем çитĕнтереççĕ. Тĕслĕхрен, Коля тетепе Тоня аппан аслă хĕрне Надьăнах илер. Вăл, юрист профессине алла илнĕскер, хăйĕн пурнăçне суту-илỹпе çыхăнтарнă. Унăн ывăлĕ, Родислав Романов, кукашшĕне хывнă, ун пекех пултаруллă. Вăл баскетбол енĕпе республика шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă.
- Коллектив пирĕн туслă. Пурсăмăр та пĕр вăхăталла пушар чаçĕнче ĕçлеме пуçăннăскерсем пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланатпăр, пурнăçăн йывăр тапхăрĕсенче сĕнỹ-канашпа е ытти енĕпе те пулăшатпăр. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçтешсемпе пĕр çемьери пекех пурăнатпăр. Малашне те хальхи пекех ĕçлемелле пултăр, - тет Николай Николаевич.
Николай Лупов ĕçри хастарлăхпа çитĕнỹсемшĕн пĕрре мар наградăсене тивĕçнĕ. Унăн Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем те чылай. Хисеплĕ ĕç ветеранне юманăнни пек çирĕп сывлăх, иксĕлми телей тата ĕçре ăнăçусем сунатпăр.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"