28 апреля 2017 г.
Чăваш чĕлхи кунне уявласси "Пучах" ача садĕнче йăлана кĕнĕ. Асăннă уява ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кăçал та эпир пурте пĕрле пухăнса юрларăмăр, ташларăмăр, сăвăсем каларăмăр. Мĕн тери хитре янăрать иккен тăван чĕлхемĕр. Ачасем те хитре тумланнă: чăваш кĕпипе, саппун çакнă, тутăр çыхнă. Саппун-тутăр çинчи эрешĕсем еплерех хитре тата. Пĕчĕк шăпăрлансем мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма вĕренччĕр, йăла-йĕркепе, юрă-ташăпа паллашчăр, пĕр-пĕрин хушшинче чăвашла хутшăнччăр тесе йĕркелетпĕр уява. Ачасем унта хаваспах хутшăнни вара татах та хавхалантарать.
В.СЕНАТОВА,
воспитатель
Источник: "Каçал Ен"