25 апреля 2017 г.
Чăвашлăх тĕнчишĕн палăрăмлă черетлĕ пулăм хыçа юлчĕ, пĕтĕм халăхпа пĕрле тăван чĕлхепе диктант çыртăмăр.
Çакнашкал акцие ирттерес йăла вырăссенчен пуçланчĕ пулин те, чăвашсем проектăн пĕлтерĕшне тарăнлатни паха.
Кашни çулах диктант çыракансен йышĕнче - шкул ачисем, студентсем, вĕрентекенсемпе патшалăхăн тĕрлĕ учрежденийĕнче ĕçлекенсем.
Диктанта Наци радиовĕпе тата Интернетра он-лайн мелĕпе итлесе çырма май пулчĕ. Районта пурăнакансем те чăваш диктантне çырчĕç. Уйрăмах "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акцие шкул ачисем, вĕрентекенсем хастар хутшăнчĕç.
Светлана Индюкова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ:
- Ушкăнпа пĕрле ларса, чăваш чĕлхине хисепленине палăртса кăçал пиллĕкмĕш хутчен диктант çыртăмăр. Акцие кашни çулах хутшăнатпăр. Кăçал диктант валли Геннадий Волков этнопедагогăн "Ăслă ача" хайлавне суйласа илни кăмăла кайрĕ. Текст тарăн шухăшлă, илемлĕ.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"