Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Муниципалитет ĕçченĕсен - уяв

25 апреля 2017 г.

 Апрелĕн 21-мĕшне Раççейре вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ тесе палăртнă. Çак кун республикăра муниципалитет служащийĕсен уявĕ иртрĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри хуласемпе районсенчен ятарлă представительсем хутшăннă. Унта Комсомольски район делегацийĕ те çитсе килнĕ.

Хаваслă уява ЧР Муниципаллă пĕрлĕхсен совечĕн правлени председателĕ Александр Куликов уçнă. Чи малтанах пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, халăхăн пурнăç условийĕн шайне ỹстерсе пырассишĕн çине тăрса ĕçлекенсене тав сăмахĕсем каланă.

- Пире нимĕнле йывăрлăх та чăрмав кỹреймĕ. Эпир çитĕнекен яш-кĕрĕме аталанса тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратпăр. Кулленех регионта пысăк технологи вăй илсе пырать, çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ, - тенĕ Михаил Васильевич. - Раççей Правительстви пулăшнипе тата республика ертỹçисен активлăхне пула трактор завочĕн шăпи ырă енне улшăннă - вăл чи пысăк парăмĕсене саплаштарса ĕлкĕрнĕ. Палăртма кăмăллă, кăçал ака уйăхĕнче "Внешэкономбанк" вĕсене финанс тĕлĕшĕнчен кредит пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Чăваш Енре пурăнакан 8,5 пин çын хăйсен ĕç вырăнне упраса хăварнă.

Праçнике пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламланă. Ĕçре çитĕнỹсемпе палăрнă муниципалитет служащийĕсене уявра патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Чи маттуррисенчен пĕри - пирĕн районти Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов. Вăл "Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă пĕрлĕх" конкурсра "Чи лайăх ял тăрăхĕ" номинацире 2-мĕш степеньлĕ Дипломпа республика Пуçлăхĕн парнине тивĕçнĕ.

Уява хутшăннисене сцена искусствин ăстисем хăйсен чи лайăх юрри-ташшине парнеленĕ.

ХАМĂР ИНФ.

Комментари

ХАСИЯТУЛЛА ИДИАТУЛЛИН,

Комсомольски район пуçлăхĕ:

- Ытти шайри влаç органĕсемпе танлаштарсан, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çынсемшĕн çывăхрах. Пирĕн халăха хумхантаракан çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас енĕпе витĕмлĕ йышăнусем тума пултармалла, вырăнта пурăнакан çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшмалла. Ахальтен мар халăх пурăнакан вырăнсем тирпейленсе илемленеççĕ, çулсем тăвасси тата вĕсене юсасси районта аван пулса пырать. Çĕнĕ ача сачĕ, шкул, фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайнишĕн савăнма сăлтав пур. Çынсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе пулăшу паракан патшалăх программисем ăнăçлăн пурнăçланаççĕ. Апла пулин те малта тумалли нумай-ха: професси ăсталăхне ỹстермелле, бюджетăн тупăш пайне тултарма хушма ресурссем шыраса тупмалла, муниципалитет умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçламалла, инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртмелле.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика