Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хисеплĕ донор Петр Юманов

21 апреля 2017 г.

Чĕре туртнипе хăй ирĕкĕпе ют çын валли юн паракана донор теççĕ. Инкекре сывă юлса, çут тĕнчепе киленме пултарнишĕн тата çывăх çыннисемпе пĕрле юнашар пулнишĕн миллионшар этем юн паракансене тав тăвать. Ара, пурнăç вăл кашнийĕн пĕрре çеç, ăна çăлма пултарни - пархатарлă та сумлă тивĕç.

Петр Степанович Юманов 1949 çулхи çу уйăхĕнче Эткер ялĕнче кун çути курнă. Ялти сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтерсен çамрăк "Красный маяк" колхозра ĕçе кỹлĕннĕ. Часах каччăна çара илеççĕ. Служба хыççăн Çĕнĕ Шăхранти каçхи вăтам шкулта вĕренсе аттестатлă пулнă. Унтан Петя Горький хулинчи техникумра механик дипломне алла илнĕ. Çав вăхăтрах çамрăк ĕçленĕ те. Каярах мал ĕмĕтлĕ çамрăк Хусанти çыхăну техникумĕнче ăс пухнă.

- Эпĕ ăнсăртран больницăна лекрĕм. Çав вăхăтра юн кайнипе аптăранă Асанкасси хĕрарăмне çĕр варринче илсе килнĕ. Тухтăрсем унта та кунта чупкалаççĕ, юн тупаймаççĕ. Хĕрарăм йывăрланнăçем йывăрланать. Аптăранă медицина сестрисем пациентсене вăратма тытăнчĕç. Çавăн чухне пуçласа юн патăм, хĕрарăма вилĕмрен çăлчĕç, - сỹтрĕмĕр аса илỹ çăмхине.

Йĕкĕте 1971 çулта районти çыхăну пайĕнче автомобиль шанса параççĕ. Петя водительте 18 çул ĕçлет. Çав вăхăтрах çемье çавăрса ача-пăчаллă пулма та ĕлкĕрет. Петр Степанович, ырă кăмăллă та çынна пулăшма хăнăхнăскер, юн пама чарăнмасть. Донор çулсерен икĕ-виçĕ хут юн парать. Каярах Петр Юманов мелиораци системинче тĕп механик пулса тар тăкать. Паянхи кун Петр Степановичпа Анфиса Аркадьевна ачисемпе тата мăнукĕсемпе чунтан савăнаççĕ.

- Хам донор пулнишĕн савăнатăп, мĕншĕн тесен çынна пулăшни - сăваплă та пархатарлă ĕç. Юн панă хыççăн пуç ыратни иртет, юн пусăмĕ чакать. Хама çамрăк çын пек туятăп. Çавăнпа та уйрăмах çамрăксене çак ырă ĕçе пуçăнма сĕнес килет. Пурте пĕрле çын пурнăçне çăлма васкар. Пирĕн юн инкеке лекнĕ çынна пулăшĕ, - терĕ Раççей Федерацийĕн хисеплĕ донорĕ.

Петр Степанович çак ята 1997 çулта тивĕçнĕ. Палăртмалла, Раççей саккунĕпе килĕшỹллĕн "РФ хисеплĕ донорĕ" ята тỹлевсĕр майпа юн тата унăн компоненчĕсене 40 е ытларах хут парсан çеç çĕнсе илме пулать.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика