Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пур çĕрте те пултаруллă

21 апреля 2017 г.

- Пурнăçра çĕнĕрен професси суйлама сĕнсен, пур пĕрех полици ĕçне суйланă пулăттăм, - тет отставкăри юстици подполковникĕ Мария Илларионова.

Шкулта вĕреннĕ чухнех хĕр милици пулма ĕмĕтленнĕ. Тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе вăл милици уйрăмне çул тытать. Мария Алексеевна пирки калас пулсан, вăл сержант пулса ĕçе кỹлĕннĕ те, подполковник званийĕпе отставкăна кайнă. Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнă вăхăтра хĕрарăм ĕçри çитĕнỹсемшĕн пысăк наградăсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри - РФ ШĔМ Хисеп грамоти. Унсăр пуçне, ĕçри хастарлăхпа тỹрĕ кăмăллăхшăн Мария Илларионовăна 2003 çулта "За отличие в службе III степени", каярах, 2004 çулта, "За отличие в службе II степени" медальсем парса чысланă.

Мария Алексеевна паянхи кун та маттуррисенчен пĕри. Вăл - районти муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" полици уйрăмĕн обществăлла совет председателĕ. Унăн пуçарăвĕпе икĕ çул каялла районта "Народная дружина" обществăлла организаци ĕçлеме пуçларĕ. Яланах малтисен йышĕнче пулма хăнăхнăскере асăннă организацин командирĕ пулма шаннă.

- Маншăн чи пысăк награда - çынсем службăра пысăк çитĕнỹсем туни. Эпĕ вĕсемпе мухтанатăп, - тет вăл. Çамрăк сотрудниксене вăл ĕçлĕ сĕнỹсем парать, пурнăçăн йывăр тапхăрĕсенче те пур енлĕн пулăшма тăрăшать.

Хальхи вăхăтри активлă та ăнăçлă ертỹçĕсенчен пĕри - Мария Алексеевна. Хĕрарăм ял хуçалăх тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.

Район территорийĕнче, тĕслĕхрен, чылай çул ĕнтĕ ветерансен юхăмĕ йĕркеленнĕ. Паянхи кун çак юхăма отставкăри милици полковникĕ Петр Лапшин ертсе пырать. Ветерансем пирки каласан, вĕсем час-часах пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ, тĕрлĕрен мероприятисене те хутшăнаççĕ.

Çак кунсенче вара Мария Алексеевна Шупашкарта сцена çинче ĕçтешĕсене ветерансен уявĕ ячĕпе юрă парнелерĕ.

М.ФРОЛОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика