Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçченсемпе куçа-куçăн

21 апреля 2017 г.

 Апрелĕн 19-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ ыйтусене ĕç коллективĕсемпе пĕрле сỹтсе явма, ялта пурăнакансен харпăр хăй ыйтăвĕсене татса пама района Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Чăваш Енри Пенси фончĕн управленийĕн пай начальникĕ Лидия Борисова килсе çитрĕç. Пĕрремĕш тĕлпулăва шăпах районти Пенси фончĕн уйрăмĕнче йĕркелерĕç, унта район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă политика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, информаци, культура тата архив ĕçĕсен пай начальникĕ Светлана Долгова, пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ Дмитрий Кузьмин хутшăнчĕç.

Александр Иванов министр чи малтанах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

- Республика Правительстви регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн мерисене туллин пурнăçлассине тивĕçтернĕ. Тĕллевсене пурнăçланине цифрăсем çирĕплетеççĕ. Промышленноç производствин ỹсĕмĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче мала тухнă. Ỹсĕм чăннипех те курăмлă, 2015 çулпа танлаштарсан - 107,6 процент. Пысăк технологиллĕ 2,7 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленипе те мăнаçланма пулать. Ку енĕпе кăçал та кăтартусем аван пулмалла, - терĕ Александр Степанович.

2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче РФ Президенчĕ йышăннă Хушусем епле пурнăçланни пирки те уçăмлă калаçу пулчĕ. Хушусене ĕçе кĕртсе Чăваш Енре виçĕ çултан аслăрах мĕнпур ачана садиксенче вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Паян пĕчĕккисен 78 проценчĕ садиксене çỹрет. Районта та çитес çул Урмаелĕнче ача сачĕ, кăçал Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ачасене çỹреме 60 вырăнлă хушма ушкăн уçма палăртнă. Унпа пĕрлех, Надежда Александровна пĕлтернĕ тăрăх, вĕренỹ тата культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ уйăрнă.

Ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă май пенси тытăмне пырса тивекен ыйтусене те хускатрĕç. Сăмахран, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен федерацин социаллă хушма тỹлевĕ, февралĕн 1-мĕшĕнчен - страховани пенсийĕсем тата федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тỹлевĕ ỹснĕ, патшалăх служащийĕсен тивĕçлĕ канăва тухмалли ỹсĕмĕ пысăкланать. Çак тата ытти çĕнĕлĕхсем çинчен калаçу пычĕ те.

Кунсăр пуçне çурхи ака-суха ĕçĕсем епле пынине, экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕн çурхи тапхăрне йĕркелессине, ялсене, çулсемпе çул хĕррисене, масарсене тирпей-илем кĕртессине сỹтсе яврĕç. Районта пĕрремĕш субботниксем иртрĕç те ĕнтĕ.

"Каçал ен" хаçат редакцийĕн коллективĕпе тĕл пулнă май Александр Степанович паянхи кун массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене хумхантаракан ыйтусене çĕклерĕ.

- Çырăнтару çине чăннипех те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Хаçата интереслĕ, пуян содержаниллĕ тăвасси журналистсен тивĕçĕ. Яланхи туссене сыхласа хăварнипе пĕрлех ыттисене те хаçатпа туслаштармалла, - палăртрĕ министр.

- Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче вĕсен хисепĕпе сумне ỹстересси çине тимлĕх уйăрмалла. Районта нумай ачаллă тата усрав ачасене ỹстерекен çемьесем чылай. Вĕсен пурнăçĕ çинчен каласа паракан статьясене хаçат страницисенче курас килет, - хушса хучĕ Надежда Петрова.

Александр Иванов журналистсемпе тĕл пулнă май IT-отрасль аталанăвĕ çинче те уйрăммăн чарăнса тăчĕ.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика