18 апреля 2017 г.
Иртнĕ эрнере районти вăрçă ачисем хушшинче шахматла выляссипе тупăшу йĕркелерĕмĕр. Хĕрỹ ăмăртура С.Зайцев, В.Пундяков, А.Турханов пĕр пек очко пухса çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Вылянă вăхăтрах ветерансем вăрçă çулĕсене аса илмесĕр чăтаймарĕç. Шкула çỹренине, çамрăклах колхоз ĕçĕсене хутшăннине, çурлапа тырă вырнине, утă çулнине, вăкăр кỹлсе кĕлте турттарнине аса илчĕç.
Вăрçă ачисене медальсем парса чысларăмăр. Йывăр пулнă пире, пурнăç çăмăл килмен. Апла пулин те эпир паянхи кун та пĕр-пĕринпе тĕл пулма, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма вăй-хал çитеретпĕр. Пире спонсорла пулăшу кỹнĕшĕн В.Васильев предпринимателе тав тăватпăр.
А.ТУРХАНОВ,
районти "Дети войны" канаш ертỹçи
Источник: "Каçал Ен"