Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Бронемашина лартма пулăшу ыйтатпăр

18 апреля 2017 г.

Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче тата Варшава Договорĕ тăрăх ют çĕршывсенче хĕсметре тăнисен пуçарăвĕпе 2014 çулта республикăра Совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче пулнă (ГСВГ-ВД) ветерансен ассоциацине йĕркелесе ячĕç. Паллах, Германире совет çарĕнче тăнисем Комсомольски районĕнче те сахал мар. Паянхи кун районти ассоциацире 161 ветеран шутланать.

Совет çарĕнче тĕрлĕ çулсенче службăра пулнă ветерансен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварас тĕллевпе вырăнти ассоциаци республикăри союзпа пĕрле, çав вăхăтрах Комсомольски район администрацийĕн ертỹçисемпе килĕшсе районта çар бронемашинине лартма йышăнчĕç. Анчах та ку ырă ĕçе пурнăçа кĕртме пире, ветерансене, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ тытса тăрать: бронемашина хаклă, унсăр пуçне ăна кỹрсе килсе вырнаçтарасси те питĕ тăкаклă.

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сиртен мĕнпур воин-ветерансен ячĕпе пулăшу ыйтатпăр. Çак пархатарлă ĕçе кашниех хутшăнасса шанатпăр. Районти ассоциацин хăйĕн расчетлă счет çук, çавăнпа та Чăваш Республикинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлавĕн службин пенсионерĕсен совечĕн банк реквизичĕсемпе куçарма ыйтатпăр.

Р/с 40703810775220100068 в Чувашском ОСБ №8613 г.Чебоксары, ИНН 2128020854, КПП 213001001, БИК 049706609,        к/с 30101810300000000609. "Для Ассоциации ветеранов Группы Советских войск в Германии по Чувашской Республике-Комсомольское отделение".

А.АРХИПОВ,

Комсомольски уйрăмĕн ертỹçи

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика