Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Кирлĕ йышăнусем тунă

11 апреля 2017 г.

 Кунран-кун çанталăк ăшăтсах пырать. Çавна май çырма-улăх тăрăх шыв кĕрлесех юхать. Акă, иртнĕ кунсенче районта пурăнакансем Кĕтне юханшывĕ самаях хăпарнине курчĕç пулĕ. Çакă пĕтĕмпех çанталăк ăшăтнипе тата юр хăвăрт ирĕлнипе çыхăннă.

Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков пĕлтернĕ тăрăх, çурхи шыв-шур сиен кỹресрен кашни кунах тĕрĕслесе тăраççĕ.

- Çурхи ейỹрен сыхланас ĕç планне малтанах хатĕрленĕ. Коммуналлă тытăма тата шыв илессине аварисĕр, йĕркеллĕ ирттерес ыйтăва пирваях пăхса тухнă. Çавна май Кĕтне юханшывĕнчи шыв шайне те кунсеренех тĕрĕслетпĕр. Сăмахран, кĕçнерникун ятарлă тĕрĕслев ирттернĕ. Эрнекун вара шыв шайĕ самаях ỹснĕрен ятарлă йышăнусем тунă. Паянхи куна ку енĕпе çине тăрсах ĕçлетпĕр. Гидросооруженисем тĕрĕс-тĕкел ĕçлеççĕ, шыв юхать. Çитес вăхăтра Кĕтне шывĕ самаях чакмалла, авариллĕ лару-тăру пулмалла мар, - пĕлтерчĕ Юрий Николаевич.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика