Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çуркунне илемĕ

07 апреля 2017 г.

Çитрĕ ырă çуркунне: хĕвел пăхать, юр ирĕлет, кайăксем савăккăн чĕвĕлтетеççĕ, йĕри-тавра та ешерет. Ачасене вара пурте илĕртет, вĕсем тĕнче илемĕпе савăнаççĕ, çутçанталăка сăнаççĕ.

Ачасем пушă вăхăтра уçăлса çỹреме юратаççĕ - сикеççĕ, чупаççĕ, тĕрлĕ вăйăсем шутласа кăлараççĕ. Алла мĕн лекнĕ çавна тĕрĕслеме юратаççĕ. Вĕсен "Кам?", "Мĕн?", "Мĕншĕн?" евĕр ыйтăвĕсем çине хурав тупма çеç ĕлкĕр. Ачасем тимлĕхе юратаççĕ, унсăрăн инкек сиксе тухмасси те иккĕленỹллĕ.

Çак тимлĕх темипе килĕшỹллĕн, кĕçĕн çулхисене çул-йĕр правилисене вĕрентес тата аса илтерес тĕллевпе районти "Пилеш" ача пахчинче ятарлă викторина йĕркелерĕç. Унта пепкесене çул çинче тимлĕ пулмалли пирки каласа пачĕç, сивĕ шывпа выляма юраманнине тепĕр хут аса илтерчĕç. Çавăн пекех викторина вăхăтĕнче ачасем тупмалли юмахсем çине хуравсем шырарĕç, урамри хăрушсăрлăх хамăра сыхлама пĕлнинчен килет тесе пĕр харăссăн палăртрĕç.

Т.ШЕВЕРОВА,

"Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика