Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çĕкленеççĕ çуртсем, савăнаççĕ çынсем

21 марта 2017 г.

Раççейри федераллă тата регион программисем хуласемпе район центрĕсен сăн-сăпатне тĕпрен улшăнма пулăшаççĕ - вĕсем унпа усă курса кунран-кун чиперленсе, çĕнелсех пыраççĕ. Çăмăллăхсем, паллах, уйрăм граждансемшĕн те çителĕклĕ: 35 çул тултарман çамрăк специалистсене ĕçпе, укçан тата хваттерпе тивĕçтересси, амăшĕн капиталĕ тата ытти те. Халăхсен пурнăçне çăмăллатма пулăшакан программăсенчен пĕри - "Чăваш Республикинчи граждансене авариллĕ çурт-йĕрсенчен куçарасси". Ăна пирĕн республикăра малтанах 2008-2012 çулсенче, каярах 2013 çулта йышăннă. Паянхи куна илес пулсан, халĕ унăн юлашки, тăваттăмĕш, тапхăрĕ пырать.

- Асăннă программăпа килĕшỹллĕн эпир Комсомольски ялĕнчи сельхозтехника территорийĕнчи 25, Октябрь урамĕнчи 8, Комсомольски урамĕнчи 78 тата Завод урамĕнчи 39 "а" çуртсене авариллĕ, пурăнма юрăхсăр тесе йышăнтăмăр. Унти 24 пỹлĕмри 71 çынна пурăнма юрăхлă çĕнĕ хваттер памалла тесе çирĕплетрĕмĕр. Çак хваттерсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 798,7 тăваткал метрпа танлашать, - районта ку программа епле пурнăçа кĕнипе паллаштарчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă юсав тата коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Александр Краснов. - Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 2014-2016 çулсенче юхăннă пурăнмалли 20 кĕтесри 61 çын çĕнĕ хваттерлĕ пулчĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 679,6 тăваткал метрпа танлашать. Ку тĕллевпе ятарлă фондран 20 миллион тенкĕ тăкакланă.

Каласа хăвармалла, авариллĕ, пурăнма юрăхсăр тесе çав хваттерсене 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен йышăннă пулнă. Программа тăрăх, асăннă пỹлĕмсенче пурăнакан граждансене 2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен хваттерсемпе тивĕçтерсе çитермелле. Хваттер пысăкăшĕ, тен, тавлашуллă та пулĕ. Ун чухне ытлашши тăваткал метрсемшĕн çынсен укçа тỹлеме тивĕ.

Кивелсе-юхăнса çитнĕ хваттерсенчен тухса çĕннисенче пурăнма пуçланă çемье районта чылай. Паян вĕсем тивĕçлĕ условисенче пурăннишĕн чăннипех те савăнаççĕ. Акă, Трофимовсем те телейлисен шутĕнче.

- Малтанах районти культура çурчĕ хыçĕнчи урамра пурăнаттăмăр. Эпĕ "Комсомольский" совхозра тăрăшрăм, - паллаштарать çемье историйĕпе Комсомольски ялĕнчи Кабалин ячĕллĕ микрорайонта пурăнакан Вячеслав Витальевич Трофимов. - Мăшăрăм вара, Вера Ефимовна, çăкăр заводĕнче, унтан "Кооператор" комбинатра тар тăкрĕ. Халь иксĕмĕр те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Ĕмĕрĕпе ĕçленĕ, тăрăшнă, ача-пăча çитĕнтернĕ. Сăмах май, халĕ пирĕн 3 ывăлпа 7 мăнук. Вĕсемпе чунтан савăнатпăр.

- Çăтмахри пек пурнăçа лекетпĕр тесе ĕмĕтленменччĕ те, - куççульне вăрттăн шăлчĕ Вера аппа. - Раççей Правительстви йышăннă çăмăллăхлă программăпа эпир те çĕнĕ хваттерлĕ пулма пултартăмăр. Хамăр ĕçлесе пухнă нухратпа туянаяттăмăр-ши? Çийĕнчен, патшалăх тивĕçтернĕ хваттерте пурăнмалли пĕтĕм услови пур: газ, шыв, туалет-ванна, стенасем çине обойсем çыпăçтарнă. Унсăр пуçне, пỹлĕмре газ плити те пур. Епле-ха савăнмăн? Патшалăха тав сăмахĕ каламăн?

- "Чăваш Республикинчи граждансене авариллĕ çурт-йĕрсенчен куçарасси" программăн малтанхи тапхăрĕнче (2008-2012 çулсенче иртнĕ) Завод урамĕнчи 41, Пришкольный урамри 3, Октябрь урамĕнчи 13 çуртсенчи 10 хваттерти 35 çынна, ГОСТ çирĕплетнĕ кăтартусемпе килĕшỹллĕн, çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтертĕмĕр. Çак 277,4 тăваткал метршăн 8,6 миллион тенкĕ тăкакланчĕ. Халĕ пирĕн умри чи пысăк ыйту - юлнă авариллĕ 4 хваттерти 10 çынна хăтлă пурăнмалли кĕтеслĕ тăвасси. 119,1 тăваткал метршăн ятарлă фондран пурĕ 3,4 миллион тенкĕ тăкаклама йышăннă, - кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков.

Федераллă тата республикăри программăсен усси куç умĕнчех, вĕсемпе туллин усă курни кашнийĕн пурнăçне çăмăллатни пирки иккĕленме кирлĕ мар.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика