Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Шкула çĕнĕ педагогсем килеççĕ

26 августа 2016 г.

Кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче Комсомольски пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 2-мĕш вăтам шкулне çамрăк икĕ вĕрентекен ĕçлеме килет. Урмаел ялĕнче çуралса ỹснĕ Айгель Ильдаровна Алеева ачасене акăлчан чĕлхипе пĕлỹ пама пуçлĕ. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ют чĕлхесен факультетне пĕтернине çирĕплетекен диплома кăçал алла илнĕ. Кĕçĕн классен учителĕнче вара Анна Алексеевна Кольцова ĕçлеме пикенет, вĕрентекен хăйĕн ĕç стажне Шупашкар районĕнче пуçланă.

Сăмах май, шкул директорĕн лавне июль уйăхĕнчен Евгений Николаевич Савельев кỹлĕнчĕ. Унăн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен заместителĕ те - çĕнĕ çын. Тамара Долгова маларах район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн методистĕнче тăрăшнă. Коллектива çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани парас ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика