Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Конкурсра çĕнтернĕ

15 июля 2016 г.

Çак кунсенче республикăри ача-пăчасен библиотекинче республикăри "Манăн тăван кĕтесĕн геральдики" дистанци квестне пĕтĕмлетнĕ. Квеста Чăваш Республикин Патшалăх гербĕн тата ялавĕн авторĕ, паллă ỹнерçĕ Элли Михайлович Юрьев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Тĕллев - шкул ачисене паллă ỹнерçĕн кун-çулĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллаштарасси, хăйсене те ĕçе явăçтарасси.

Республикăри конкурса 5-11-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем хутшăннă. Пирĕн районти вĕренекенсем уйрăмах палăрнă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Кристина Кузнецова (ертỹçи И.Крылова) ĕçне чи лайăххи тесе хакланă. Çак шкултах пĕлỹ пухакан Нина Степанова (ертỹçи Е.Прокопьева) иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Пултаруллă хĕр ачасем республика шайĕнчи конкурсра мала тухма пултарни чăннипех те савăнтарать. Маттур!

И.ЯДРОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика