Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çемье вучахне упрама пĕлмелле

08 июля 2016 г.

Ĕмĕре телейлĕ ирттерес тесен çамрăк чухне пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрни çеç çителĕксĕр, чĕрери çепĕç туйăма çулсем иртсен те сыхласа хăварма, çемье вучахне упрама пĕлмелле. Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан Горшковсем шăпах пĕр-пĕрин хушшинчи юратăва сỹнме паман. Александра Ивановнăпа Аркадий Пантелеймонович алла-аллăн тытăнса 56 çул пурнăç сукмакне такăрлатаççĕ.

Александра 1938 çулта Çĕнĕ Шăхран ялĕнче Красновсен çемйинче кун çути курнă. Вăл вырăнти колхозра ĕçлеме пуçланă. Каярах Çĕнĕ Шăхранти 8 çул вĕренмелли шкулта техничкăра ĕçе кỹлĕннĕ те, унта 40 çул ытла чунне парса тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та килте алă усса ларма васкаман, нумай çул "Комсомольский" совхозра тимленĕ. Пурнăç тăршшĕпе чунне парса ĕçленĕшĕн вăл "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята илме тивĕç пулнă. Унсăр пуçне Александра Ивановнăн çемье архивĕнче 1 тата 2 степеньлĕ "Аннелĕх" медалĕсем, Тав хучĕсемпе хаклă парнесем упранаççĕ.

Аркадий Пантелеймонович та Çĕнĕ Шăхран ялĕнче çуралнă. Вăл пурнăçне пĕтĕмпех ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Мĕн пĕчĕкренех Ленин ячĕллĕ колхозра (1974 çултанпа "Комсомольский" совхоз) ĕçе кỹлĕннĕ. Аркадий Пантелеймонович тĕрлĕ должноçра тăрăшнă. Тỹрĕ кăмăлпа, чунне парса ĕçленĕшĕн ăна колхоз ертỹлĕхĕ пĕрре мар Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе наградăланă. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн Аркадий Пантелеймоновича Ĕç мухтавĕн 3 степеньлĕ орденĕпе тата "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят парса чысланă.

Горшковсем икĕ ывăлпа тăватă хĕре пурнăç парнеленĕ, ура çине тăма пулăшнă. Ачисем пурте хăйсем кăмăлланă çул-йĕре суйласа илнĕ. Пысăк пĕлỹллĕ специалистсем кăмăла каякан ĕçре тимлеççĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем Раççейĕпех саланнă тесен те йăнăш пулмĕ. Евгенийпе Наталья çемйисемпе Пермь облаçĕнче пурăнаççĕ. Евгений радиотехникăпа радиоэлектроника инженерĕ, техника наукисен кандидачĕ. Наташа вара - хими тата биологи учителĕ. Людмилăпа Валентина Тюмень облаçĕнче тĕпленнĕ, тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Зинаида çемйипе Шупашкарта пурăнать, ашшĕпе амăшне час-часах килсе пулăшать. Кĕçĕн ывăлĕ Анатолий Смоленск облаçĕнче тĕпленнĕ, вăл - радиоинженер. Александра Ивановнăпа Аркадий Пантелеймоновичăн çичĕ мăнук. Ашшĕ-амăшĕ патне илсе çитерекен сукмака ачисемпе мăнукĕсем манмаççĕ, тăтăшах килсе çỹреççĕ.

Горшковсем ĕмĕр тăршшĕпе пĕр сукмакпа утса юрату туйăмне сỹнме паман. Килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрин сĕнỹ-канашне шута илеççĕ, иккĕн канашласа йышăну тăваççĕ. Çамрăк ăрăва та ырра, ĕçе вĕрентсе ỹстереççĕ, пехиллеççĕ. 56 çул пĕрле пурăнакан мăшăр çине пăхатăп та пĕр тĕлĕнетĕп, пĕр савăнатăп. Манпа калаçнă хушăра Аркадий Пантелеймонович мăшăрĕн аллине пĕр саманта та вĕçертмерĕ. Пурнăç тăршшĕпе хура-шурне те, нушине те, телейне те пайтах курнă пулĕ мăшăр, апла пулин те пĕр-пĕрин хушшинчи тăнăçлăха, ăнланулăха упраса хăварнă. Александра Ивановнăпа Аркадий Пантелеймонович Горшковсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Телейлĕ мăшăра çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп.

Çемье, юрату, шанчăклăх кунĕнче вара Александра Ивановна çемье çавăракансене телей сунса çапла пĕл- терчĕ:

- Юрату тесе калани тата çырни, темĕн тесен те, вăл мăшăрсем хушшинчи хутшăнăва палăртмалли сăмах. Унăн хыçĕнче вара - пысăк вăрттăнлăхсене уçса пама тăхтакан этем кун-çулĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрне савса, килĕштерсе, юратса, ĕмĕрĕпех пĕрле пурăнма тупа туса çемье çавăраççĕ. Анчах та пурте çак туйăма ĕмĕрĕпех упраймаççĕ. Çамрăк мăшăрсене телейлĕ пулма юратни çеç çителĕксĕр, пĕр-пĕрне хисеплени, сума суни - çемьере çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çакна пурнăç çулĕпе утнă чухне шута илмеллех.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика