Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вăйăра маттуррисем çĕнтерчĕç

05 июля 2016 г.

Çак кунсенче ачасене тăван ене юратма хăнăхтарас, историпе паллаштарас тĕллевпе Комсомольскинчи кану паркĕнче историпе краеведени квесчĕ - "Край мой - гордость моя" вăйă йĕркелерĕмĕр.

Вăййа Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ачисем хастар хутшăнчĕç. "Патриот", "Каçал ен", "Кубня", "Комсомольцы" командăсем "Музей", "Библиотека", "Школа", "Аллея героев", "Почта", "Парк отдыха" станцисенче хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Шкул ачисемшĕн çулçỹрев кăсăклă та йывăр пулчĕ. Ачасем тăван ен историне пырса тивекен тĕрлĕ ыйту çине хуравсем шырарĕç. Пĕлмен ыйтусене иртсе çỹрекенсенчен те ыйтрĕç. Тĕслĕхрен, Комсомольски ялĕ миçемĕш çулта пуçланса кайнă? Комсомольски районĕн гимнĕн авторĕсем камсем? Пирĕн çĕр-анне Совет Союзĕн миçе паттăрне ỹстернĕ? Паттăрсенчен хăшĕ Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕреннĕ? Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсен ячĕпе урамсем пур-и? тата ытти те...

Кашни команда финиша ăнăçлă çитрĕ. Тупăшу хĕрỹ иртрĕ пулсан та чи хăвăртраххи тата ăсли "Каçал ен" ушкăн пулчĕ: Кирилл Пикеев (командир), Александр Павлов, Карина Игонина, Екатерина Панкова, Рузиля Валитова.

Квест вĕçĕнче çĕнтерỹçĕсене Дипломсемпе чысларăмăр. Ыттисем те пылак парнесемсĕр юлмарĕç. Ачасем библиотека ирттерекен кашни вăййа хутшăнни савăнтарать.

Е.ПРОКОПЬЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика