Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Кирилл - çĕнтерỹçĕ

21 июня 2016 г.

Июнĕн 15-16-мĕшĕсенче Шупашкар районĕнчи "Улăп" ача-пăча спорт шку-лĕнче "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" (ГТО) Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн çуллахи финалти вăййисем иртрĕç. Унта 11-12, 13-15 çулсенчи шкул ачисем вăй виçрĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене Чăваш Республикин спорт министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, Шупашкар район пуçлăхĕ Андрей Николаев, республикăри ачасен прависен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов спорт уявĕпе саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Финалти вăйăсене республикăри муниципалитетсенчи чи маттур 8 команда хутшăнчĕ. Çак йышра пирĕн район спортсменĕсем те пулчĕç. Икĕ кун хушши тăсăлнă вăйăсенче вĕсем тĕрлĕ нормативсене пурнăçларĕç. Район чысне Комсомольски 1-мĕш вăтам, Хирти Явăш тата Хырхĕрри тĕп шкулĕсен ачисем - Настя Сумзина, Ангелина Бурлакова, Кирилл Пикеев, Кирилл Денисов, Оля Соловьева, Диана Давыдова, Данил Павлов, Алеша Корнилов - хỹтĕлерĕç. Спортсменсене хатĕрленĕ педагогсене Виталий Автономова, Анатолий Давыдова уйрăммăн асăнса хăварас килет.

Район команди хĕрỹ тупăшура 6-мĕш вырăна тухрĕ. Кирилл Денисов хăйĕн ỹсĕмĕнчи ачасенчен пĕрремĕш пулчĕ.

В.ГАВРИЛОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика