Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тасалăхшăн ытларах тăрăшасчĕ

21 июня 2016 г.

Çыннăн пурнăçĕ, сывлăхĕ вăл мĕнле тавралăхра пурăннинчен чылай килет. Таса мар сывлăш, сиенлĕ хутăшсемпе пуян тăпра, вараланса пĕтнĕ пĕвесемпе çырмасем, çỹп-çап айне путнă вăрман уçланкисем, паллах, çын сывлăхĕ çине те витĕм кỹреççех. Çутçанталăк пирĕн кил тетпĕр. Çапах та эпир çак килте яваплăха туйса, тĕрĕс хуçаланма пĕлетпĕр-ши? Районти ял поселенийĕсен Патăрьелти "Полигон" ОООпа çỹп-çап турттарса тухмалли çинчен килĕшỹ пур. Ял тăрăхĕсенче вара хытă каяшсене вăхăтлăха хума ятарлă вырăнсем уйăрнă. Çапах та темшĕн пурте çак йĕркене пăхăнма васкамаççĕ.

"Çутçанталăка юратни, çыннăн кирек мĕнле юратăвĕ пекех, иккĕленỹ çук, ачаран пуçланмалла", - тенĕ вырăссен пĕр паллă писателĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, харпăр хăй тирпейлĕ пулас тесе çỹп-çапа, ăпăр-тапăра кил умне е анкарти хыçне, е тата ытти çĕре, чылай чухне асфальтлă çул хĕррине миххи-миххипе кăларса пăрахать. Çутçанталăка сиенлени тирпейлĕ пулнине пĕлтермест. Хамăра ура хунипе танах. Пурте çапла тусан малашлăх мĕнле пулĕ-ши? Районта ку енĕпе нумай ĕç тăваççĕ пулин те, çỹп-çапран паянхи кун та хăтăлса çитеймерĕмĕр. Хăш-пĕр урамсенче ăпăр-тапăр купи Гималай сăрчĕ пекех ỹссе ларнă. Комсомольскинчи "симĕс" лавкка хы-çĕнчи çỹп-çап мĕне тăрать, таçтанах курăнса выртать. Нумаях пулмасть çав çывăхри урамсенче пурăнакансемпе тĕлпулу иртнĕччĕ, контейнер лартма килĕшỹ тунă. Халĕ контейнерĕ те ларать, çапах йĕри-таврара тĕрлĕ çỹп-çап сапаланса выртать. Çывăхра пурăнакан çынсем темиçе утăм туса контейнера паке-чĕсене пăрахаймаççĕ-ши? Ун пекки çак тăрăх сăн-сăпатне çав тери киревсĕрлетет.

Кабалин микрорайонĕнче вырнаçнă "Асамат кĕперĕ" ача сачĕ умĕнче тата епле йĕркесĕрлĕх хуçаланать! Çав вырăнта çул хĕррипе тарăн канавсем. Канавĕсене çулнă курăкпа çеç мар, килти хыт каяшсемпе те савăнсах тултараççĕ. Мĕн кăна çук тата унта: йогурт банкисем, сок курупкисем... Тавралăха кам варалать? Паллах, çав вырăнта пурăнакансем. Ытти урамсенчен килмеççĕ пулĕ ĕнтĕ. Кирлĕ мар япаласене контейнера кайса пăрахма йывăр-ши? Ансатрах пурăнма вĕреннĕ-ши? Курăкне те çулман. Çак вырăнтан иртсе çỹреме вара питех кăмăлсăр. Çỹп-çап купине тасатассишĕн кам яваплă-ши тата? Çавăнта пурăнакансем е ял поселенийĕ, е ача сачĕн сотрудникĕсен çав киревсĕре тухса тасатмалла?

Тавралăха упрасси - пĕр çыннăн ĕçĕ мар, кашнин тивĕçĕ. Пурте ыттисем çине çеç шанса ларсан, паллах, ыррине кĕтме çук. Çавăнпа та çутçанталăк илемне упраса хăварас тесен пурин те кар тăрса ĕçлемелле, кашнин май килнĕ таран тирпейлĕ пулма тăрăшмалла.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика