Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Настя Галзанова - конкурс çĕнтерỹçи

10 июня 2016 г.

Чăваш халăхĕшĕн 2016 çулхи июнь уйăхĕ чăвашсем Раççей Патшалăхне ирĕклĕ майпа кĕнĕренпе 465 çул çитнипе паллă. Çак паллă датăна тĕпе хурса нумаях пулмасть И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕ "Великие сыны России - чувашский край, 1551-2016 гг." наукăпа творчество фестивалĕ йĕркеленĕ. Асăннă фестивале 155 ача хутшăнма кăмăл тунă пулнă, вĕсенчен 109-шĕ куçăмлă майпа 5 секцинче хăйсен ĕçĕсене хỹтĕленĕ.

Çав тери пысăк конкурс-фестивальте Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 4 "б" класс пĕтернĕ Настя Галзанова палăрнă. Настя асăннă конкурсра "Путешествие по чувашскому краю" секцие хутшăннă. Хăйĕн ĕçне вара тăван районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейне халалланă. Пултаруллă хĕрпĕрчи жюрие музее пуçарса яракансем - Б.Кокоревпа В.Васильев - пирки каласа панă. Фестивале курма килнисемпе куçăмсăр майпа музей залĕсем тăрăх экскурси ирттернĕ, унăн хăйевĕрлĕ экспоначĕсемпе паллаштарнă. Çавăнпа пĕрлех Настя Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă мăн аслашшĕпе И.Мамуткинпа унăн тетĕшĕ А.Мамуткин пирки çемье архивĕн докуменчĕсен копийĕсене музее панине пĕлтернĕ.

Наукăпа тĕпчев ĕçĕсене истори наукисен кандидачĕ С.Кодыбаев, "Радуга" культурăпа курав центрĕн методисчĕ Н.Смирнова, ЧПУ историпе географи факультечĕн деканĕ О.Широков хакланă. Настя Галзанова конкурсра пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарнă, 1-мĕш степеньлĕ диплома тата лайăх фотоаппарата тивĕçнĕ. Эпир Настьăна çакăн пек пысăк çитĕнỹпе чун-чĕререн саламлатпăр, малашнехи пултарулăх çулĕнче ăнăçу çеç сунатпăр.

Л.АЛЕКСЕЕВА,

вĕрентекен

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика