Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Талантсемпе пуян çемье

07 июня 2016 г.

Воспитателĕн скрипкăпа калама, кухня ĕçченĕн опера арийĕсене юрлама пĕлмелле-ши? Паллах, çук. Çапах та паянхи ача садĕнче пултаруллă çын пулмасăр ĕçлеме йывăртарах. Çакна тепĕр хутчен "Асамат кĕперĕ" ача сачĕн ĕçченĕсем "Талантсемпе пуян çемье" конкурсра çирĕплетрĕç.

Тăхăр çемье пултаруллă та маттуррине кăтартса пачĕ. Жюри членĕсем конкурса хутшăнакансен пултарулăхне, калаçу культурине хакларĕç. В.Макарова тата О.Еремеева уяв программи валли ятарлă сценари ха-тĕрлерĕç, "Визитная карточка семьи", "Ваш выход, артист!", "Творческая мастерская" конкурссем, творчество номерĕсем йĕркелерĕç.

Унсăр пуçне "До-ми-солька" ушкăн "Детство" юрра илемлĕ шăрантарчĕ. Жюри членĕсем тата килнĕ хăнасем Роман Макаровпа Виктория Токмакован çепĕç сассисемпе киленчĕç. Галина Саванинан тутар ташши те асра юлчĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Макаровсем - "Самая музыкальная", Саванинсем - "Самая зажигательная", Зайцевсем - "Самая изящная", Албутовсем - "Самая эрудированная", Алеевсем - "Самая дружная", Хайрулловсем - "Самая творческая", Мамуткинсем - "Самая изобретательная", Панковсем - "Самая веселая", Мухаметшинсем "Самая трудолюбивая" номинацисене çĕнсе илчĕç.

Конкурс йĕркелỹçисем - "Радуга" ача сачĕн ĕçченĕсем - конкурса хутшăнакансен профессионализмне, капăр тумĕсене палăртса хăварчĕç. Çакăн евĕр мероприяти ирттерни коллектива тата та туслăрах ĕçлеме пулăшнипе пурте килĕшрĕç.

В.МАКАРОВА,

логопед,

О.ЕРЕМЕЕВА,

музыка ертỹçи

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика