Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » 100-мĕш ача çуралнă

07 июня 2016 г.

Кăçалхи май уйăхĕнче районти ЗАГС уйрăмĕнче çемьесенче 25 ача çуралнине регистрациленĕ. Вĕсенчен 15-шĕ арçын ача, 10-шĕ - хĕрача. Пĕчĕк пепкесене ытларах Александр, Адель, Кирилл, Салават, Яна, Виктория, Софья ятсем панă. Унсăр пуçне майăн 26-мĕшĕнче районта 100-мĕш ача çут тĕнчене килнĕ. Яна Комсомольскинче пурăнакан Катерина Витальевнăпа Владимир Игоревич Коноваловсен çемйинче çуралнă.

Хăйсен хутшăнăвĕсене хут çинче çирĕплетес шутлă çамрăксем 5 мăшăр пулнă. Туй - асран тухми пулăм, анчах та чи пĕлтерĕшли - пĕр-пĕрне юратма тупа туса пĕрлешекенсем çемье вучахĕн ăшшине упрама пĕлни. Шел пулин те, май уйă-хĕнче уйрăлни çинчен калакан свидетельствăна 4 мăшăр алла илнĕ.

Туйсем кĕрлени, ачасем çурални, паллах, савăнтарать. Анчах та çутçанталăк хăйĕннех тăвать. Май уйăхĕнче кăçал 31 çын çĕре кĕнĕ. Вĕсенчен 16-шĕ - арçынсем, 15-шĕ хĕрарăмсем пулнă.

Ашшĕ камне палăртакан свидетельствăна 2 çынна панă, 1 çын ятне улăштарнă.

О.ФЕДОТОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика