Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Спортпа мĕн ачаран туслă

07 июня 2016 г.

Ача садне çỹрекен шăпăрлансен сывлăхне çирĕплетме, вĕсене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарас тĕллевпе час-часах тĕрлĕ ăмăртусем, калаçу сехечĕсем йĕркелеме тăрăшатпăр. Çавăн пекех район шайĕнче кашни çулах иртекен "Малышиада" ăмăртăва та хавас кăмăлпа хутшăнатпăр. Асăннă ăмăртăва кăçалхипе 16-мĕш хут йĕркелерĕç. "Малышиада" сумĕ çулсерен ỹсет, программа çĕнĕ номерсемпе пуянлансах пырать. Ачасем ташлаççĕ, юрăсем шăрантараççĕ, ỹт-пĕве, ăс-тăна аталантарма пулăшакан вăйăсем те выляççĕ.

Кăçалхи ăмăртусем те хаваслă иртрĕç. Районти ача сачĕсене çỹрекенсем тĕрлĕ ăмăртусенче вăй виçрĕç. Вĕсем çуран чупса, тăршшĕне тата скакалкăпа сиксе, ташласа тупăшрĕç. Ăмăртусенче пирĕн ача садне çỹрекенсем малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Виктория Степанова - тăршшĕне, Полина Инедеркина скакалкăпа сиксе 1-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Егор Тумаланов та тăршшĕне сиксе 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. "Ромашки" ушкăн ташă конкурсĕнче 3-мĕш пулчĕ. Ачасем чăннипех те кашни конкурсрах çĕнтерме тăрăшрĕç. Вĕсене малашне те ăнăçу сунатпăр. Лилия Насертдинова, Гульшат Тукаева педагогсене ăмăртусене лайăх хатĕрлентернишĕн уйрăммăн палăртса хăварас килет.

В.СЕНАТОВА,

"Колосок" ача сачĕн воспитателĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика