Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Саратов çĕнĕ космонавта кĕтсе илнĕ

31 мая 2016 г.

Çын пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне тухнăранпа 55 çул çитнине халалласа тата Космонавт кунне чысласа "Çамрăк ỹнерçĕ" интернет-порталĕпе Саратов облаçĕнчи Федераци Совечĕн членĕ Людмила Николаевна Бокован пуçарăвĕпе "Саратовская земля - первое космическое приземление" ачасен пултарулăх конкурсне йĕркеленĕччĕ.

Конкурса хутшăнакан кашни вĕренекен "Саратов çĕрĕ мĕнле майпа космонавтика историйĕпе çыхăннă?" ыйту çине хăйĕн ỹкерчĕкĕнче хуравлама тăрăшмалла. Конкурс оргкомитечĕ кăçалхи майăн 11-мĕшĕнче çĕнтерỹçĕсен списокĕпе паллаштарчĕ. Савăнăçлă хыпар: Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен Ростислав Романов асăннă конкурсăн Дипломне тивĕçнĕ, унăн ĕçĕ тарăн шухăшлă, лартнă ыйтăва туллин хуравланине палăртнă.

Нумаях пулмасть "ЭКА России" тата çутçанталăк ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Раççей министерстви "Раççей шывĕсем" онлайн-урок ирттернĕччĕ. Çак урокри ыйтусем çине те пирĕн вĕренекенех Ростислав Романов каллех тулли хурав панă. Вăл "ЭКА России" юхăмăн грамотине тивĕçрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика