Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çитĕнỹсемпе мухтанмалăх пур

31 мая 2016 г.

Юлашки çулсенче хĕрсем çар тумĕ тăхăнасси йăлана кĕрсе пырать. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче те нумай хĕр, арçынсемпе танах, паттăрлăхпа хастарлăх, хăюлăх кăтартнă. Вĕсен ячĕсене халĕ те шкул партти хушшинчех вĕрентеççĕ, вĕсем пирки ачасене пĕлтереççĕ: Татьяна Маркус, Зоя Космодемьянская, летчицăсен "Ночные ведьмы" бригади...

Пĕчĕкренех пур çынпа та пĕр чĕлхе тупма пултаракан хĕр. Вăл уçă кăмăллă, хаваслă, тăрăшуллă, вăйлă характерлă, ăслă. Пур енĕпе те аталаннă, пур енĕпе те маттур вăл. Хăйне тытаслăх енĕпе, дисциплина тĕлĕшĕнчен ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Лидер пулма çуралнă темелле ун пирки. Мăнкăмăллăхĕ çук, юлташĕсене пулăшма яланах хатĕр. Ашшĕпе амăшĕн, йăмăкĕн чăн-чăн мухтавĕ. Ку пĕтĕмпех Комсомольски ялĕнче çуралса ỹснĕ Елена Кокорева пирки. Тен, вăл ашшĕ, Сергей Арсентьевич, полицире тăрăшнăран, çар тумĕпе çỹрес тесе мĕн ачаранах ĕмĕтленнĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вара пĕр шутламасăрах Раççейри таможня академине (РТА) çул тытнă. Алена тепĕр çулталăкран вĕренсе пĕтерет те ĕнтĕ. Тĕнчери глобализаци тата çĕршывсем хушшинчи экономика пĕрлешĕвĕн тапхăрĕнче таможня ĕçĕпе çыхăннă професси актуаллă пуласси те ăна иккĕлентермест.

Алена шкул вăхăтĕнченех тăрăшулăхпа тата чăтăмлăхпа уйрăлса тăнă. Физкультурăна питĕ кăмăлланă, районта е район тулашĕнче иртекен волейбол тата баскетбол ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă, шкул командисемпе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илме хевте çитернĕ. Çăмăл атлетикăпа та малтисен ретĕнче çирĕпленнĕ. "Зарница" тата "Орленок" вăййисем парнеленĕ чи ытарлă та хĕрỹ самантсене те ăшшăн аса илет пултаруллă хĕр. Паянхи кун та Алена спортпа туслă, Мускав хулинчен кану кунĕсене килсен ытти спортсменсемпе районта иртекен спорт вăййисене хутшăнса пьедесталăн çỹлти картлашки çине хăпарма тивĕçет.

Алена пирки активлă студент тесе пĕр иккĕленмесĕр калама пулать. Вăл вĕренỹ ушкăнĕн старости, академи студенчĕсен совечĕн председателĕ, РТА профком членĕ. Академире хĕре палламан çын çук та пулĕ. Унта иртекен мероприятисене час-часах Аленăна йĕркелеме шанаççĕ, тĕрлĕ мероприятисен жюрийĕнче те ăнах сăнама пулать.

Акă, майăн 6-11-мĕшĕсенче офицерсен "Сыны Отечества" юлташлăхĕн Мускаври регионаллă общество организацийĕ йĕркеленипе пирĕн республикăра Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятисене Раççей таможня академийĕн студенчĕсем те хутшăннă. Вĕсем хушшинче Алена Кокорева та пулнă.

Аленăн малашнехи тĕллевĕ вара - ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе хăйĕн пурнăçне патшалăх службипе çыхăнтарасси. Вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлассинче пĕр иккĕленỹ те çук. Манăн Аленăна ăнăçупа телей çеç сунас килет.

Н.БЕЛКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика