Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Татьяна Волкова - чи лайăх библиотекарь

31 мая 2016 г.

Районти библиотекăсенче чăннипех те пултаруллă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Вĕсем ачасемпе, аслăрах çулхисемпе тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ, çав вăхăтрах хăйсем те тĕрлĕ конкурссене хутшăнма вăхăт тупаççĕ, ăсталăхне туптаççĕ. Акă, Пĕтĕм тĕнчери библиотекăсен кунĕнче районти чи маттур ĕçченсем "Çулталăк библиотекарĕ - 2016" конкурса хутшăнчĕç. Жюри членĕсене чи пултаруллине, маттуррине палăртма чăннипех те çăмăл пулмарĕ. Конкурсантсем - пысăк опытлă ĕçченсем. Районти тĕп библиотекăн ача-пăча уйрăмĕн библиотекарĕ Ираида Крылова, Элпуç ял библиотекарĕ Роза Розова, Дубовка тата Аслă Çĕрпỹел, Çĕнĕ Мăрат ял вулавăшĕсен ĕçченĕсем - Татьяна Волкова, Галина Родионова, Светлана Петрова - ĕçре чи-чи пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса, хăйсемпе паллаштарса кам çаврăнăçуллăрах та маттуртарах пулнине кăтартса пачĕç. Вĕсем чăннипех те чăн-чăн профессионалсем. Тĕрлĕ мероприяти-конкурс йĕркелемелле-и, выставка хатĕрлемелле-и, вулакансен йышне ỹстермелле-и, ачасене ытларах кĕнекепе туслаштармалла-и - çак ĕçе кашни кунах пурнăçлама хатĕр. Вĕсемшĕн вулавăш - иккĕмĕш кил. Кунта вĕсем пурнăçăн çур ĕмĕрне ирттереççĕ. Вулакансене чи кăсăклă, лайăх кĕнеке сĕнеççĕ.

Конкурсра чи пултарулли те маттурри Дубовка ял библиотекинче тăрăшакан Татьяна Волкова пулчĕ. Вăл "Çулталăк библиотекарĕ - 2016" ята тивĕçрĕ. Татьяна Владимировна вулавăшра 25 çул ытла тăрăшать. Çак вăхăтра пуян опыт пухма та, библиотекăна çỹрекенсен кăмăлне тупма, вĕсене мĕн кирлине çур сăмахранах ăнланма ĕлкĕрнĕ.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика